19 августа 2008 г.
Красноармейски ялĕ кунран-кун илемленсе, хитреленсе пырать. Акă тухар-ха халĕ район центрĕн Ленин урамĕпе. Хула урамĕсенчен пĕртте кая мар вăл. Ял тăрăхĕн теплицинче çитĕнтернĕ бархатцысемпе астрăсен калчисене кунти газонсем çине куçарса лартнă хыççăн халĕ еплерех илем кÿреççĕ.
Паян “Аслă Çĕнтерĕве 30 çул” урамра тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. Анчахрах юсав ĕçĕсен бригади кунти газонсем çине йывăç картасем вырнаçтарчĕ, симĕс сăрăпа сăрларĕ. Картасене Красноармейски ял тăрăхĕн бюджечĕпе кÿршĕ районти Рынкă салинчи пĕр юлташлăхра хатĕрленĕ.