АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пан улми сăпасĕ

19 августа 2008 г.

 

Ку уяв яланах августăн 19-мĕшĕ тĕлне лекет. Ăна чиркÿре аслă уявсен шутне кĕртеççĕ, ăна халăхра Сăпас тесе калаççĕ. Уявăн хисеплĕх ĕçне Иисус Христос апостолсене Фавор тăвĕ çинче туса кăтартнă, тĕлĕнмелле çутăпа çутăлса кăтартнă пулăма палăртса асăма хăварнă та. Чиркÿ çак уява Турăн мăнă ĕçĕ çинчен çынсене шухăшламалăх, ăс пухмалăх, Турă хăйне ĕненекенсене çавă çутă пĕтĕмпех çылăхлăха тасатма пултаракан хăват пулнине кăтартса парать. Çĕр çинче çук çутă Иисус Христос ÿтне те, тумне те, тавралăхне те çутатса янă, апостолсем çав çутта курсанах хăраса-ши, тĕлĕнсе-ши, ăнланманнипе-ши çĕр çине выртнă тата унран пуçĕсене хупланă. Турă Хăйĕн Ывăлĕн Турăлăхне, унăн çĕр çинчи пысăк ĕçлĕхне апостолсем умĕнче сăнласа кăтартнă. Турă Ывăлĕ Иисус Христос çумĕнче Илия пророкпа Моисей пулни пире Иисус Христос чĕррисем те, вилнисем те унăн хăватлăхне пани курăнать. Мĕншĕн тесен Илия пророк чĕррĕн çÿле хăпарнă. Моисей Нево тăвĕ çинче вилнĕ пулнине эпир пĕлетпĕр. Çав вăхăтранах ĕнтĕ Турă Хăй хĕрес çинче нушаллă, мĕскĕннĕн вилесси çинчен пĕлтерет апостолсене. Петр апостол пулса иртнĕ тĕлĕнмелле мĕн пур ĕç хыççăн нимĕн те калама пĕлменнипе Иисус Христоса, кунта Илия пророкпа Моисей валли икĕ шалаш тума сăмах хушать. Ку пулса иртнĕ ĕç çинчен Иисус Христос апостолсене вăхăт çитмесĕр никама та калама хушмасть. Фавор тăвĕ çинче пулса иртнĕ çутăллăх çинчен Сарофра тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан Серафим атте те Мотовилова, Турă пилленипе, унăн (çав çутăн) тĕрлĕ тутлăлăхĕсене кăтартса панă. Çынсен тасалăх çукки те çылăхсен нумайлăхĕ пире çакă çутăран аякка тăратать, унăн ырлăхне таса чунсем кăна йышăнаяççĕ пулни курăнать.

Çак уява та чиркÿре хисеплесе те аслăласа пан улми çимĕçĕсене Турă ячĕпе пиллесе, ĕненекенсем тин çĕнĕ пан улми çимĕçне çиме тытăнаççĕ. Турăран, унăн таса çыннисене хисеплекенсем, çак кунтан чиркÿне килсе йывăç улмине молебеньре пилленĕ хыççăн тин пысăк праçнике çак паллăпа палăртаççĕ. Эпир çакăн пек туни вăл Турăн Фавор тăвĕ çинче пулса иртнĕ мăнă хăвата хисепленине кăтартать, ырă ĕç шутне кĕрсе ĕненекенсене Турă умĕнче тÿрре кăларать. Çакăн пек чăтăм ĕçĕсемпе эпир хамăр Турра ĕненнине кăтартса паратпăр, хамăр вăйсăрлăха ĕçпе çирĕплетсе ĕненÿре ăнланăва кĕретпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика