АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха сăн кĕртеççĕ

19 августа 2008 г.

 

Алманч ялĕ, епле илемлĕ вырăнта ларать вăл. Унăн çур-çĕр енче аякка тăсăлакан илемлĕ улăх сарăлса выртать. Хĕвеланăç енĕ вара сăртлă та çырмаллă. Кунтан Матьшу пĕви алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Вăл пулăçсене илĕртет. Мĕн тĕслĕ пулă çук пулĕ кунта: карасĕ, карпĕ, уланки... Пĕве хĕрринче икĕ сăмсах тухса тăрать. Ĕлĕкрех вĕсенче ял халăхĕ чул кăларнă, пÿрт-çурт, хуралтăсем çĕклеме хăйăр турттарнă. Хĕвел тухăç енче “Гигант” хуçалăхăн сĕт-çу ферми. Алманч ялĕ витĕр плитасенчен сарнă çулпа уялла тухатăн. Икĕ енĕпе патвар та çÿллĕ йывăçсем лараççĕ. Унтах Утюк çырми, хыр кати. Ялăн кăнтăр енче машинăпа трактор паркĕ. Ял варринче, пур урамсем те пĕрлешнĕ тĕлте, ĕлĕк чиркÿ пулнă. Халĕ администраци çурчĕ. Унта “Гигант” ЯХПК правленийĕ, Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕ, почта çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă. Кунти аслă тăкăрлăка ĕлĕк ял халăхĕ йышлă пухăннă. Юн кунсенче пасар шавланă, çулсерен Алманч пуххи иртнĕ, карусель çавăрăннă. Тепĕр енче кану центрĕ, райпо магазинĕ. Сенкер тÿпенелле кармашакан хырсем хушшинче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăк-салтак. Аякранах икĕ хутлă шкул çурчĕ куç умне ÿкет. Ун тавра хурăнсемпе чăрăшсем аван çитĕнеççĕ. Вĕсене шкул уçнă çул лартнăччĕ. Çÿлелле пăхсан пуçри карттус та хывăнса ÿкĕ. Çаксем Алманча паха сăн кĕртеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика