АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çĕнĕ ятсем уçатпăр”

19 августа 2008 г.

 

Çакăн пек ятлă кĕнеке ман сĕтел çинче выртать. Сап-сарă хуплашка çийĕн хĕрлĕ çил çунат вирхĕнет. Çак ятпа ку кĕнеке виççĕмĕш хут тухрĕ ĕнтĕ. Вăл 228 страницăллă. Аслăрах классенче вĕренекенсем валли çамрăк авторсен хайлавĕсем (проза, сăвă, пьесăсем) пичетленсе тухнă. Хайлавсен авторĕсем — “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” ятлă республика шайĕнчи конкурсăн дипломанчĕсем. Вырăсла та, чăвашла та вулама пулать кунта.

Кĕнеке 36 çыннăн пултарулăхне çутатса парать, чи аван çыравçăсене палăртать, вĕсене хастарлăх хушса çил çунат пек “вĕçме” хавхалантарать, çунатлантарса çул кăтартать, вăй-хал парса, чун çĕкленĕвне ÿстерсе малашлăх çути патне йыхăрать.

Кĕр кунне епле илемлĕ

Таврари сар вăрмансем!

Çил çинче вĕçеççĕ меллĕн

Сарă, хĕрлĕ çулçăсем...

Çапла пуçлать хăй сăввине 1982 çулта çуралнă, Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕн хĕрĕ Татьяна Алексеева. 12 сăвăпа вăл мала тухнă иккен.

“Эп — чăваш!” — мăнаçлăн, анлăн

Янăрать мĕн пур енчен.

Чăваша тÿрех эс паллăн:

Ырă кăмăллă, ĕçчен.

Халь чăваш ухмах тееймĕн,

Малалла чăваш утать.

Мĕскĕнскер тесе питлеймĕн,

Тĕнчене чăваш утать. “...— тет Н. Медведева,1989 çулта — çĕр çине килнĕ, Комсомольски районне кĕрекен Хирти Мăнтăр хĕрĕ. Унăн 6 сăвви кун çути курнă ку кĕнекере.

Алина Трофимовăпа (Вăрмар районĕ) Ирина Абанникова (Элĕк районĕнчи Качалов ялĕ) хăйсен калавĕсемпе палăрнă ав. “Эх, юрату, юрату”, “Анне ăшши”, “Каçар, анне...” хайлавсем чуна тыткăнлаççĕ.

Драматурги те вырăн тупнă кĕнекере. “Вутпа ан выля”, “Ăнсăртран аслати авăтсан” (И. Абанниковăпа Д. Моисеев) ятлăскерсем. Ытти авторсем те хăйсен пьесисемпе конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Пурне те асăнса хăварма çук ĕнтĕ.

Çамрăксем те литература ĕçне кÿлĕнни чуна çĕклет, шанăç çуратать, паллах. Пĕрин хыççăн тепри çул уçса пыни савăнтаратех. Хамăр район шайĕнче те çĕнĕ ятсене уçма ăнтăласчĕ пирĕн, “Ял пурнăçĕ” хаçатăмăр ывăнми тăрăшать пулин те. Конкурссем ирттерсе хавхалантарни питех те кирлĕ çамрăк çыравçăсем хушшинче. Ăмăрту аталантарать, спорт пекех, вĕсене. Шанăçа çирĕплетет. Пĕр “Нестер Янкас обществи” кăна ĕçлени сахал, шкулсем те, калас килет, хутшăнччăрччĕ, садикрен пуçласах. Ку кĕнекене районти ача-пăча библиотекинче вулама пулать.

Мухтанмалли пирĕн те пур. Çак ырă ĕçре Туçи Чуракасси хĕр ачи Светлана Степанова та палăрчĕ. Унăн виçĕ сăвви: “Çут çăлтăрăм пуласчĕ манăн”, “Сар хĕвелĕ — ман пурнăç хĕлхемĕ” тата “Эй, пĕлĕтсем, ăçта каятăр?” пурне те шухăша яраççĕ, ырри патне чуна туртаççĕ.

“Эх, çут çăлтăр пек пуласчĕ манăн,

Эх, çиçесчĕ тÿпере!

Ĕмĕр-ĕмĕр шавлă тинĕс майăн

Вăй кĕртесчĕ чĕрене...”

е тата

“...Эй, пĕлĕтсем, ăçта каятăр?

Ан васкăр-ха, тен, кăшт канатăр?

Ытла васкавлă ан вĕçсемĕр,

Мана эсир пĕрле илсемĕр...”

“Чăнахах пултаруллă Светлана. Çыравçă — писатель пулма ĕмĕтленет вăл. Шкулта та аван ĕлкĕрсе пырать”, — тенĕ ун çинчен кĕнекере.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика