15 августа 2008 г.
Комбайнерсен ăмăртăвĕн положенийĕпе килĕшÿллĕн, ăна район пуçлăхĕ С. А. Николаев алă пусса çирĕплетнĕ, ятарлă комисси комбайнерсен экипажĕсен августăн 7—11-мĕшĕсенчи ĕç кăтартăвне пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Ун тăрăх тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿри Федор Кириллович ЯКОВЛЕВ асăннă кунсенче “Дон-1500Б” комбайнпа 260,6 тонна тырă вырса çапса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку пĕрлешÿри Юрий Анатольевич ПЕТРОВ (199,7 т) — иккĕмĕш, Михаил Петрович ПЕТРОВ (190 т, “Караево”) — виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсем пурте “Дон-1500Б” маркăллă комбайнсемпе ĕçлеççĕ. Вырма паттăрĕсене 500—300—200 тенкĕ премисемпе куçса çÿрекен вымпелсем кĕтеççĕ.
“Вырма-2008” пĕрремĕш пилĕк кунлăх çĕнтерÿçисене ĕçри çитĕнÿсемпе саламласа, çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.