АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяр çанталăкĕн кашни сехечĕпе усă курса

15 августа 2008 г.

 

Тинех çанталăк çĕр ĕçченне кăшт хĕрхенес терĕ пулас. Тăватă кун ĕнтĕ хĕртсе хĕвел пăхать. Çавна май районта вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ ÿсрĕ.

Августăн 12-мĕшĕнче “ВОСТОК” хуçалăхăн ыраш пуссинче икĕ комбайн ĕçлетчĕ. Пĕрне, сарăрах тĕслине — Вячеслав Федоров, теприне, симĕссине, ăна анчахрах туяннă, Геннадий Дмитриев тытса пырать.

— Çак лаптăка вырса çапсан, 140 гектар пулать, — тет Владимир Иванов инженер. — Çуртрисем — тулăпа урпа пирĕн начар мар. Урпа пулса кайнă, унта куçатпăр...

“ГИГАНТ” ЯХПКан 1-мĕш бригадинче 6 комбайнпа çурхи тулă выратчĕç. “Уй-хир карапĕсем” пĕр тикĕс ĕçлеççĕ.

— Ĕнер каçхи 9 сехетчен вырчĕç. Эпĕ 33 бункер тырă йышăнтăм, — пĕлтерет ГАЗ-53 автомашинăпа тырă турттаракан Александр Григорьев водитель.

6 комбайнран пĕри — “Енисей-1200” маркăлли — тин çеç илсе килнĕскер. Вăл августăн 12-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен çеç пĕрремĕш каçалăка тăчĕ. Ăна хуçалăхри ăста та пултаруллă В. Николаев механизатор ĕçлеттерет. Владимир Валерьянович ун ĕçĕпе кăмăллă.

Сăмах май, алманчсем “Енисей-1200” комбайнсăр пуçне тепĕр 2 çĕнĕ МТЗ-82.1 трактор хăваласа килнĕ. Апла-тăк ĕç тухăçлăхĕ ÿсмелле.

“ТАЯБИНКĂРА” уйран килекен тыр-пула тасатса тирпейлесех пыраççĕ. Красноармейскипе Çавалçырмара та КЗСсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Йĕтем çинче çамрăксен пĕр ушкăнĕ хĕрсех пăрçа аллатчĕ. Петр Тимофеев практикант-машинист, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн пĕрремĕш курсне пĕтернĕскер, сортировкăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет.

— Ĕнер Федор Яковлев каçхи 11 сехетченех вырчĕ. 58,8 тонна тырă çапса илчĕ, — пĕлтерет Çавалçырмари П. Константинов кладовщик. — Тулăн гектарти вăтам тухăçĕ 30 центнер ытла.

Ку пĕрлешÿ тырă вырнипе пĕрлех çĕртме сухи çĕклеме кÿлĕннĕ. Владислав Владимировпа Владимир Кузнецов Т-150К тракторсемпе сухалаççĕ.

— Пĕр кун çурăра 40 гектар сухаларăмăр пулмалла, — пĕлтерет В. Владимиров тракторист.

“КОЛОС” пĕрлешÿн Малти Карăкри йĕтемĕ çинче те ĕç вĕресе тăрать. Йĕтем çинче 14-ăн, вĕсенчен иккĕшĕ çулланнисем, ыттисем шкул ачисем вăй хураççĕ. Эпир пынă чух кунта ыраш вăрлăхлăх “Петкус-Гигант” витĕр кăларатчĕç. Владимир Яковлев сортировкăсене лайăх пăхса тăрать.

— Ыраш вăрлăхĕ пире 60 тонна кирлĕ. Эпир 100 тонна ытла хатĕрлерĕмĕр те ĕнтĕ, — ĕç-пуçпа паллаштарать Николай Фомин управляющи. — Кĕрхисем 240 гектар йышăнмалла. Çав шутра тулă — 30 гектар, ытти ыраш пулмалла. Хатĕр çĕрĕ ытлашшипех пур. Вăхăтра акса хăварас тетпĕр...

Çĕр ĕçченĕн паян ларса канма вăхăт çук: тыррине те вырмалла, кĕр аки те ирттермелле, кĕç çĕр улми кăларма тухмалла. Çавăнпа вăл халь канăçсăр ĕçре, уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курас тесе тăрăшать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика