АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 25 çултан — тăван ене

15 августа 2008 г.

 

Эпир çемьере виçĕ ывăл çитĕнтĕмĕр. Асли — Коля. Вăл 1931 çулта çуралнă. Пиччем чылай хушă районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче ĕçлерĕ. Райцентрта пурăнакансем ăна “Шыв Коли” тесен аван пĕлетчĕç. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.

Эпĕ 1935 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Малти Трак ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхăм Аслă Отечествнннăй вăрçă вăхăтĕнче иртрĕ. Ытлашши çителĕклĕ пурнăçпа савăнса ÿсмен пирĕн вăхăтрисем. Тем те курнă, тем те чăтса ирттернĕ.

Çемьери виççĕмĕшĕ — Виктор. Вăл 1945 çулта çуралнă. Унăн та, çав тапхăрти ытти ачасен пекех, вăрçă хыççăнхи çулсенчи ачалăхĕ çăмăл иртмерĕ. Чăвашсем калашле, ун çумне ир-ирех куршанак çыпçăнчĕ. Каникул кунĕсенче уй-хирте вăл пурнăçламан ĕç те юлман пулĕ.

Красноармейскинчи вăтам шкула пĕтерсен Виктор Хусанти медицина институтне вĕренме кĕме заявлени кайса парать. Шкул сакки çинче ларнă чухнех унăн тухтăр пулас ĕмĕт çуралнă. Шел, шăллăм унта пысăк конкурс витĕр тухаймарĕ. Анчах шанăçне çухатмасть. Виктор, Канашри медицина училищине çул тытать. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлах тухать вăл, студент пулса тăрать. Лайăх вĕренет. Алла диплом илсен çамрăк специалиста хамăр районти санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп врачĕн пулăшаканĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Кĕçех В. Алексеевăн салтак ячĕ тухать. Вăл Владивосток хулине, Лăпкă океан флотне службăна лекет. Çамрăк та кĕрнеклĕ каччă тăватă çул хушши карап çинче моряк тивĕçне пурнăçлать. Çак тапхăрта вăл тĕрлĕ çĕр-шывсенче пулса курать: Латинла Америкăри çĕр-шывсенче, Индире, Вьетнамра, Перура. Служба кунĕсене ирттернĕ чухне унăн икĕ хутчен экватор урлă каçма май килет. Хăй каланă тăрăх, экватор урлă каçнă чух пур матроса та тинĕсре шыва кĕртсе кăлараççĕ (тинĕсе пăрахаççĕ-мĕн). Çĕр чăмăрĕн тепĕр пайне куçнă чух хĕвел те пуç тÿпинче тăрать, иккен.

Сроклă службăна вĕçлесен кун-çулне тинĕспех çыхăнтарнă Виктор Алексеевич. Медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл медицина службин виççĕмĕш рангри запасри капитанĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ. Кĕçĕн ывăлĕ ашшĕн çулĕпе кайнă, суту-илÿ флотилийĕн матросĕ вăл. Çур çул хушши тинĕсре çÿрет.

Виктор Алексеевич тивĕçлĕ канура пулин те, Владивостокри пĕр больницăра ĕçлет, чирлисен сывлăхне сиплет.

В. Алексеев çуралнă çĕр- шывĕнче пулса курманни 25 çул çитнĕччĕ. Кăçал вĕсем мăшăрĕпе пысăк çул çÿреве тухрĕç. Малтанах Владивостокран Мускава самолетпа вĕçрĕç, каярах Шупашкара поездпа çитрĕç. Вĕсене вокзалта ачамсем ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Малти Трак тăрăхĕ те тарават кĕтсе илчĕ шăллăма. Вăл Красноармейски ялĕ илемленсе пынишĕн чунтан савăнчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика