АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкки пысăккине çуратать

15 августа 2008 г.

 

Республикăра “Трактор” асăрхаттаруллă операци пырать. Ун программипе килĕшÿллĕн, пирĕн рейд бригади, ку йыша патшалăх технадзорĕн Вăрнарти тата хамăр районти инспекцийĕсен начальникĕсем И. Тимофеевпа Ю. Агатьев, çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç, августăн 12-мĕшĕнче Упипе Алманч тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсемпе пĕрлешÿсене çитсе курчĕ.

Тĕрĕслев мĕн кăтартрĕ-ха? Вырăнсенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕ ыйтнисене пăхăнсах каймаççĕ.

Акă, Кĕрекаç çулĕпе улăм рулонĕсем тиенĕ икĕ “Беларус” трактор пире хирĕç килет. Хайхисене чартăмăр та пĕрин кабининчен икĕ çамрăк ача анчĕ. Руль умĕнче ларса пыраканни 9-мĕш класа çÿрекен Эдуард Петров. Вăл Вăрнар районĕнчен-мĕн. Ăна ашшĕ, “Мураты” хуçалăх электрикĕ Сергей Петров, Пайсупина тăванĕсем патне улăм леçсе пама каланă иккен. Ку ачан трактор çÿретме ирĕк паракан документ та çук.

Тепĕр тракторĕн хуçи — Янмурçинри Евгений Александров.

— Улăма типĕ чух илсе кĕрес тесе ларса тухрăм та хамăн прицепĕ те çук, Тусайсенне çаклатса килтĕм, — терĕ вăл. — Тракторне хăваласа килни те 2 эрне çеç...

МТЗ-82.1 трактора регистрацилемен, унăн патшалăх номерĕ те çук.

Çĕньял Чуракассинче тепĕр МТЗ-82.1 тракторпа люцерна уттине тавăратчĕç. Руль умĕнче — Андриян Николаев. Ун çумĕнче транспорт хатĕрне тытса пыма ирĕк паракан документ та пулмарĕ. “Васкаса тухнипе килте манса хăварнă”, ÿпкелешрĕ Андриян Валериевич. 6781 УК номерлĕ МТЗ-82.1 трактор, ăна иртнĕ çул туяннă, кăçал техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман, унăн хуçи — Кĕçĕн Чуллăри Владислав Павлов.

Çĕньял Чуракасси хапхинче, тĕрĕслес тесе, уйран килекен тепĕр трактора чартăмăр. Кабинăран аннă тракторист “Çумра документсем çук, киле кайса илсе килем-ха”, тесе яла кĕрсе кайрĕ те йĕп пекех çухалчĕ. Анчах та “Восток” хуçалăх ертÿçинчен В. Тимофеевран 6318 УУ номерлĕ МТЗ-82.1 трактор хуçи Владимир Ильин пулнине пĕлтĕмĕр. Мĕншĕн вăл пире çапла суйса хăварса çухалчĕ — пĕлеймерĕмĕр. В. Ильин хăйĕн хăтланăвĕпе хăй валли тепĕр нуша тупас терĕ-ши? Ăнланма йывăр...

“Нива” хуçалăхра йĕркене пăснă тĕслĕхсене тĕл пултăмăр. Сăмахран, Филарет Козлова тракторист-машинист удостоверенийĕнчен хăтарнă. Çапах та ăна кăçал техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман 20-45 ЧБ номерлĕ МТЗ-80 тракторпа сенаж тума симĕс масса турттарма Ванюшкассине кайма путевка çырса панă. Çитменнине прицепĕ те юсавлах мар, унăн докуменчĕ те çук. Пĕр тракторĕ, КСК-100, КПС-5Г косилкăсем çинче те огнетушитель çук тата ытти те.

“Красноармейски — Шупашкар” — Ванюшкасси автоçула “Агротракт” пĕрлешÿ тăвать. Шел, унăн техники те çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тата ыттине туллин тивĕçтермест. Акă, 1974 УК номерлĕ ЮМЗ-6 трактор юсавлă мар: унăн кабини чалăшсах ларнă, фарисем ĕçлемеççĕ, кайри мосчĕн, передачăсен курупкин номерĕсем регистраци докуменчĕсенче кăтартнисемпе пĕр килмеççĕ тата ытти те.

— Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп, ирсерен ĕçе хăваласа кăлараççĕ, трактора юсама та памаççĕ, — ÿпкелешрĕ ку техника хуçи Владимир Кольцов.

Инженерсемпе техниксен куллен механизаторсене ĕçе кайма путевка çырса париччен вăл е ку техника, ун хуçи мĕнле пулнипе интересленесчĕ, юсавсăр агрегата тата мухмăр-сухмăрлă çынсене çула кăларас марччĕ. Унсăрăн инкеке кĕтсех тăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика