15 августа 2008 г.
Иртнĕ шăмат кун Красноармейски стадионне халăх йышлă пухăнчĕ. Районти мĕн пур ял тăрăхĕсенчи спортпа туслă тата сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем килнĕ кунта. Вĕсен хушшинче шкул ачисемпе пĕрлех çамрăксемпе вăй питтисем тата ватăсем те пурччĕ. Килнисенчен чылайăшĕ хăй килĕштернĕ енпе тупăшрĕ. Çав йышра вăрçăпа ĕç ветеранĕ, 80 çул урлă каçнă М. П. Прохоров, спорт ветеранĕсем М. И. Ильинпа М. С. Семенова, З. Игнатьева, Алманчпа Пикшик, Кĕçĕн Шетмĕпе Чатукасси, Упипе Мăн Шетмĕ, Красноармейскипе Еншик Чуллă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Л. Г. Федоровапа А. Н. Данилов, О. В. Андреевапа Г. В. Михайлов, В. Я. Григорьевпа А. И. Федоров, В. К. Шестаковпа Г. Т. Васильев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. И. Перепелкин, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн депутачĕ А. Гаврилов тата ыттисем пулчĕç. Спорт уявне "Мегафон" компани представителĕсем хăйне май сăн кĕртрĕç, ăна çакăнта “Тимберлэйк” рэп-ушкăн пысăк пулăшу кÿчĕ. Ку ушкăн хăйĕн номерĕсемпе стадиона пухăннă халăха тыткăнларĕ. Çав кун кăмăл тăвакансем “Мегафон” сечĕпе тÿлевсĕр усă курма май тупрĕç. Физкультурник кунĕнче уйрăм енсемпе тупăшса çĕнтерÿçĕ пулса тăнисене “Мегафон” компанин хаклă парнисемпе чысларĕç.
Стадиона тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе тата плакатсемпе капăрлатнă. Спорт темипе çырнă кăмăла çĕклентерекен юрăсем янăраççĕ. Физкультурник кунне, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн районти организацийĕн политканашĕн секретарĕ С. А. Николаев уçрĕ.
— Çанталăк мĕнле пулнине пăхмасăр, çумăр е юр çăвать-и тулта, шартлама сивĕ е питĕ шăрăх, куллен ирпе хăйсем палăртнă вырăнпа чупса тухакансем, ун хыççăн зарядка ирттерекенсем, чăн-чăн физкультурниксем. Кун пеккисен сывлăхĕ те çирĕп, вĕсем ĕçре те маттур, — тесе палăртрĕ Станислав Андреевич (сăмах май, вăл хăй те ирсерен темиçешер километр чупать, зарядка тăвать), стадиона пухăннисене Физкультурник кунĕ ячĕпе саламланă май, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма чĕнчĕ.
Район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн районти организацийĕн политканашĕн членĕ А. Н. Лебедев иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, В. И. Перепелкин (райбольница), П. И. Григорьев (ЗЛПУМГ) — арçынсенчен, М. С. Семенова (ЗЛПУМГ) хĕрарăмсенчен “Чи лайăх спортсмен” ята тивĕçни çинчен пĕлтерчĕ, вĕсене çавăншăн чысларĕç. Кунпа пĕрлех районта физкультурăпа спорта аталантарас çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн пĕр тăван Батраковсемпе Архиповсене (вĕсем çулленех Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче волейбол тата мини-футбол турнирĕсем йĕркелесе ирттереççĕ), Валерий Николаевич Львова (вăл районти йĕлтĕр спорчĕн федерацийĕн председателĕ, йĕл-тĕрçĕсене республикăри ăмăртусене илсе çÿрет), А. Г. Христофорова (Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерес енĕпе нумай ĕçлет) район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕç, спортра пысăк кăтартусем тăвас тĕлĕшпе ăнтăлнăшăн Карайра çуралса ÿснĕ спорт мастерне А. А. Григорьева, спорт мастерне Э. А. Хайбуллина, тĕнче класлă спорт мастерне О. А. Хайбуллинана (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ) район пуçлăхĕн премийĕсемпе тивĕçтерчĕç. Спорт мастерĕн кандидатне П. И. Григорьева (полиатлон), çĕнĕ çемье çавăрнă ятпа саламласа, район пуçлăхĕ С. Николаев бадминтон ракеткисем парнелерĕ. “Волит” пĕрлешÿ ертÿçине Т. Г. Петрована “Чи лайăх спонсор” ята тивĕçнĕ ятпа чысларĕç.
Спортсменсемпе стадиона курма пынă çынсене Физкультурник кунĕ ячĕпе çавăн пекех хăвăрт утассипе Европа кубокне хутшăннă А. А. Григорьев, “Мегафон” компани представителĕ Наталия Яшина саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Уяв кунĕн спорт программине хăвăрт утакансем уçрĕç. 2 километрлă дистанцире 10-ăн вăй виçме кăмăл тунă. Вĕсемпе пĕрле старта Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсем старта тухни тупăшăва татах та илемлетрĕ. Пысăк класлăскерсем чăн-чăн ăсталăх кăтартрĕç. Çакă хăвăрт утакансен çулĕ çине тăма шутлакан ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Хайбуллинсен утас техникине пăхса ытарма çук. Вĕсем хăйсенчен çамрăкрах спортсменсене чылай кая тăратса хăварчĕç. Ку дисциплинăра арçын ачасенчен Карайри Николай Москеев, хĕр ачасенчен Лидия Яркова (Еншик Чуллă) çĕнтерчĕç.
100 метрлă дистанцире хăйсене тĕрĕслесе пăхас текенсем сахалăн мар. Чи çивĕччисене финалти стартсем палăртрĕç. Кунта арçын ачасенчен 12,82 çеккунт вăхăтпа — Дима Сергеев, хĕр ачасенчен — Надежда Семенова (15,50 çек., иккĕшĕ те Мăн Шетмĕ), хĕрарăмсенчен — Лариса Осипова (16,16 çек., Упири ятарлă шкул), арçынсенчен Петр Григорьев (12,79 çек., ЗЛПУМГ) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.
Йĕлтĕр-роллерсемпе 800 метра ăмăртассипе Константин Львовпа (унăн кăтартăвĕ — 1. 43 мин.), Мария Степанова (2.38 мин., иккĕшĕ те гимнази) палăрчĕç.
Çăмăл атлетикăна кăмăл-лакансем тĕрлĕ дистанцисенче вăй виçнĕ хушăра спортăн ытти енĕсене мала хуракансем те ахаль тăмарĕç. Стадионăн пĕр кĕтесĕнче икĕ площадкăра ял тăрăхĕсен командисем — волейболла, тепĕр кĕтесĕнче мини-футболла виçĕ ана çинче выляса вăйлисене палăртрĕç. Никама та тунсăхласа тăма вăхăт пулмарĕ. Стадионта халăх хĕвĕшрĕ кăна: пĕрисем дартс енĕпе тупăшрĕç, теприсем — чушка вăййинче. Шашистсемпе шахматистсем валли лăпкă вырăн Çĕнтерÿ паркĕнче уйăрнă, кунтах ташă площадкинче урамри баскетбол (стритбол) вăййине мала хуракансем вăй виçрĕç. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ çемьесен кĕрешĕвĕ питĕ çивĕч иртрĕ. Велосипед спортне кăмăллакансем те старта тухрĕç. Алă вăйне виçекенсем (армспорт) хăшĕ вăйлине палăртрĕç. Командăсем канат туртас тĕлĕшпе тупăшрĕç. Пĕр сăмахпа каласан, стадионта кăнтăрла иртни тăватă сехет çурăчченех ăмăртусем пычĕç. Судьясен коллегийĕн те канса сывлăш çавăрма вăхăт пулмарĕ. Вĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртса грамотăсем çырса парса тăчĕç. А. Лебедев тĕп судья ăмăртусем епле пыни пирки микрофонпа каласа пычĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшу вĕçленнĕ хыççăнах çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чысласа пычĕç, çĕнтерÿçĕсене кунсăр пуçне “Мегафон” компанин хаклă парнисене пачĕç.
Уйрăм енпе тупăшса çак спортсменсемпе командăсем çĕнтерсе тĕп парнесене çĕнсе илчĕç.
Дартс. Галина Сушко (райбольница), Борис Иванов (райадминистраци).
800 метра чупасси. Марина Сергеева (Алманч) — 2.51 мин., Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ) — 2.32 мин.
1500 метра чупасси. Дмитрий Сергеев (Мăн Шетмĕ) — 4.48 мин., Алексей Данилов (Пикшик) — 5.03 мин.
5х400 м эстафета. Красноармейски ял тăрăхĕ — 7.49 мин. Ял тăрăхĕн командишĕн ку ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем, ял тăрăхĕсен депутачĕсем тата ун территорийĕнче пурăнакан районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ чупма пултараççĕ. Ăмăртăва çавна тĕпе хурса йĕркеленĕ те., ЗЛПУМГ — 5.36 мин.
Мини-футбол турнирĕнче ачасен — 12, çамрăксен 6 команди вăй виçрĕç. Пĕрремĕшĕнче — “Яманаки”, иккĕмĕшĕнче “Вольник” спорт клуб команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.
ШашкĂЛЛА вылясси. Светлана Афанасьева (ветстанци), Михаил Ильин (ветеран).
Шахмат вăййи. Мария Семенова (ЗЛПУМГ), Леонид Ильин (Еншик Чуллă).
Армспорт. Галина Васильева (ветстанци), Владимир Никифоров (райадминистраци).
Канат туртасси. Районти шалти ĕçсен пайĕн команди.
Волейбол вылясси. Красноармейски ял тăрăхĕн команди.
Çемьесен тупăшăвĔ. Семеновсем (Виталий, Алина, Женя; ЗЛПУМГ).
Чушкăлла вылясси. Владимир Шестаков (Красноармейски ял тăрăхĕ).
Стритбол. “Ювента” команда.
Физкультурник кунне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчен чи нумай çын килнĕ. Чатукассипе Карайран — чи сахал. Ăмăртусенче 8 ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хутшăннă.
Уйрăм командăсенчен Физкультурник кунĕнче спортăн 13 енĕпе тупăшса Упири ятарлă шкул çĕнтерчĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци — 2-мĕш, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕ 3-мĕш вырăнсенче.
Ял тăрăхĕсен тупăшăвĕнче Красноармейски — 1-мĕш, Упи — 2-мĕш, Кĕçĕн Шетмĕ — 3-мĕш призерсем.
Физкультурник кунĕ кунпах вĕçленмен. Çĕнтерÿ паркĕнче чăваш эстрада юрăçисем, çав йышра ЧР тава тивĕçлĕ артистки Елена Иовлева, Людмила Петрова, Юрий Максимов, Алексей Московских хăйсен юррисемпе, кулăшĕсемпе халăха савăнтарнă. Ку ушкăна хамăр ентеш, Туçи Чуракассинче çуралса ÿснĕ Светлана Григорьева ертсе пынă. Концерт 23 сехетченех тăсăлнă. Унтан яш-кĕрĕм ирхи пĕр сехетчен дискотекăра ташласа савăннă.