АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Единая Россия” парти ретне — 89 çулта

12 августа 2008 г.

 

Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн районти организацийĕ халĕ пĕтĕмпе 600 ытла члена пĕрлештерсе тăрать. Ку йыш хушăнсах пырать. “Единая Россия” парти ретне çамрăксемпе пĕрлех ветерансем те кĕреççĕ. Акă, Янкас ялĕнче пурăнакан Г. К. Кирилловах илер-ха. Григорий Кириллович 1920 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă, орден-медале тивĕçнĕ. Мĕн ĕмĕрĕпех хăйне халăх сывлăхне сыхлас ĕçе панă. Халĕ, ав, “Единая Россия” партие кĕме тĕв тунă.

“В. В. Путин ертсе пыракан ку партин программине ырлатăп. Çавăнпах унта кĕрес терĕм те. Манăн карьера тăвас интерес çук. “Единая Россия” партин районти организацийĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçипе З. М. Долговапа, килтисемпе калаçнă хыççăн шухăш татах та çирĕпленчĕ. Сăмах май, ачасенчен иккĕшĕ “Единая Россия” партире тăраççĕ те. Мана хăвăр рете илнĕшĕн пысăк тав. Д. Медведев Президентпа В. Путин премьер тытса пыракан политикăна чун-чĕререн ырлатăп”, терĕ хисеплĕ ватă “Единая Россия” партин районти организацийĕн политканашĕн çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче. Унпа пĕрлех парти билетне тата икĕ çамрăк — О. Николаевапа Л. Лаврентьева — илчĕç. Тата 4 çын заявленине пăхса тухса йышăну турĕç. Политканаш секретарĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев вара çак партин йĕркелÿпе кадр ĕçĕн тытăмне модернизацилемелли ыйтусемпе тухса каларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика