12 августа 2008 г.
— Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн диспетчер служби пĕлтернĕ тăрăх, августăн 11-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2250 гектар вырса çапнă. Çав лаптăкран 5137 тонна тĕш тырă çапса илнĕ е гектарти вăтам тухăç 22,8 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсен вăл пысăкрах, тĕслĕхрен, “Таябинкăн” ку кăтарту — 28, “Красное Сормовăпа” “Агроснабăн” 25-шер центнерпа танлашать.
— “Таябинка” пĕрлешÿ 450 гектар çинчи тĕш тырăсене алла илнĕ, “Гигант” — 300, “Караево” — 250 гектар. “АиКо” кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ.
— “Мичуринецпа” “Рассвет”, “Янмурзино” хуçалăхсемпе “Шивбосинское” пĕрлешÿре вырмана халĕ те тухман.
— Апат-çимĕçлĕх тыр-пула тулли мар яваплă “Красное Сормовопа” “Таябинка” пĕрлешÿсем — 50-шар, “Гигант” 20 тонна сутнă.
— Вырса çапнă 685 гектар çинчи улăма урана хывнă е пресласа рулонсем тунă.
— Августăн 10-мĕшĕнче районти хуçалăхсен уй-хирĕсенче 32 комбайн ĕçленĕ.