АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр лартнă туратах касатпăр-ши?..

12 августа 2008 г.

 

Çак сăмахсене халăхра ахальтен кăна каламан пулĕ çав. Вĕренсех кайман пулин те, ун чухне, ĕлĕк-авал, ара, ăслă-тăнлă çынсем сахал мар пулнă вĕт.

Çут çанталăк — пирĕн сăпка, кил те пирĕншĕн. Вăл тымар та шутланать пире. Унсăр çын — никам та, ним те мар. Вăл çуратнă пире, вăлах ĕмĕрлĕх хăй ытамне илет. Эппин çут çанталăка юратмалла, упрамалла пек. Пурнăçра пур чухне те апла марри палăрать, куçкĕретех курăнса тăрать. Авă, çанталăкпах, пĕлетпĕр, илтетпĕр. Тытас та çĕр питне ăшăтас пĕр-икĕ градус тенипе пулмасть çак пăтăрмах. Çултан-çул улшăну пулса пырать, аталанса çĕре кисрентерет, вăйлă çилсем кăларать, вут-хĕм кăларса тăракан тусене (вулкансене) тапратать тата ытти те. “Поезд” малаллах ăнтăлать, цивилизаци тенине кам чарайĕ. Вăл ялан аталанать-çке. Этемлĕхĕн пултарулăхĕ, ăс-хакăлĕн шайĕ ÿссе пыни ку пулать те ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, тарасан пĕр чашăкне антарсан, тепри хăпаратех вăл. Çут çанталăк та, тепĕр тесен, хамăрăн пурнăç та çавнашкалах вĕт.

Акă, çынпа çын килĕштерсе пурăнма пăрахрĕç тесен тĕрĕсех пулĕ. Ялсенче те ĕлĕкхи пек мар халь. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿремеççĕ, шыв патне кăна е çул хырма (хĕлле) тухкалаççĕ те килĕсене чăмаççĕ. Ĕç çукки çапла тăвать халăха, пĕрлехи ĕç çукки. Тус-тăванлăх та чакса пырать темелле. Укçа-тенкĕсĕр ăçтах кайăн, ăна-кăна туянса хăналамасăр. Инçетре пурăнать-и кам? Епле кайса килмелле-ха унта? Ав, тантăшăм Алтай крайне хăнана чĕнет (качча кайса вырнаçнă унта). Ай-вай, шутлаттарать, ваттарать пуçа: мĕнле укçа пухмалла. Кашни çыннăн кам та пулин çывăх çынни ют çĕрсенче пурăнатех. Телефон е çыру пулăшаççĕ пуль те, курас килет-çке. “...Каяс теменччĕ инçе çĕрсене, курас килет, унта аппа пур...” тесе юрланă ĕлĕкхи çынсем те.

Пĕлтĕрхи ăшă кĕр курака кăнтăра вĕçме чарнă-ши е каярах юлса çăмартаран тухнă, пĕлме хĕн, пĕчĕкрех çав кÿлепийĕ. Çакскер кунсерен çул-йĕр çинче апатланать, тупать пулсан. Ача-пăчана йытă-качака та савать те. Тĕпретмесĕр çиеймест-çке вăл. Çиме вара урамра юратать. Кайăк-кĕшĕк те тутă апла.

— Ан варала çула, халь çеç тасатрăм! — кăшкăрса пăрахрĕ пĕр кил хуçи арăмĕ шăпăрлана. — Кайăксене пуçтаратăн.

— Çиччĕр вĕсем те, выçă вĕт...

— Ан чĕннĕ пултăр, хуп çăварна!

— Вăн, вăн... курак каяйман выçăпа.

— Тепре чĕн тульккăш, мемме!

Мĕскер тетĕр, çапла вĕрентетпĕр ачасене: кайăка, кушак-йытта хĕрхенмесен çынна хиспелейĕпĕр-и вара? Çук пуль. Хамăра чыс туман çынна, эх, юратмастпăр, ахăртнех.

Пĕрисем йывăç лартаççĕ, теприсем хуçаççĕ вĕсене. Картасем те чăрмантараççĕ тейĕн. Çамрăксемшĕн вăй виçмелли мел ĕнтĕ вăл. Йывăçсен пĕчĕк картине мĕн тума йăвантармалла-ши тата (банк умĕнче), кĕркунне çеç-ха шалчасем çапса çирĕплетнĕччĕ. Унта е кунта йăваннă, выртаççĕ тĕп урамрах. Каламалла, ятарласа урамра йĕркелĕх тăвассипе вăй хуракансем те курмана переççĕ. Пĕчĕк çăкана ача-пăча патак тума хуçса та кайрĕ, ав. Тăррисĕр лараççĕ унăн тусĕсем те.

Çапла, хамăр ларакан турата та пĕр шелсĕр хуçатпăр тени мар-и ку?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика