12 августа 2008 г.
Чăваш телевиденийĕнче ĕçлекенсем Трак енре тăтăшах пулма тăрăшаççĕ, пирĕн тăрăхри ĕç-пуçа сăнлакан телесюжетсем хатĕрлеççĕ, чыс-сума тивĕçнĕ çынсенчен интервьюсем илеççĕ. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче, ав, пирĕн районта Чăваш телевиденийĕнче ĕçлекен Ирина Николаева журналистпа Александр Яковлев телеоператор пулчĕç. Вĕсем сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче, Чатукассинчи ватăсен çуртĕнче тата Яманакри Форверцсен çемйинче пулчĕç, “Вести-Чăваш ен” передачăра усă курма телесюжетсем хатĕрлерĕç.
Телевиденире ĕçлекенсемпе пĕрле район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. М. Данилов çÿрерĕç.