12 августа 2008 г.
Районта “Условник” операци пырать. Вăл сентябрь уйăхĕнче вĕçленет. Ун вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе прокуратура ĕçченĕсем условнăй майпа айăпласа ĕçлесе юсанмалла тунă çынсене тĕрĕслеççĕ. Кун пек тесе йышăннисен каçхине таçта тухса çÿремелле мар, килтех пулмалла.
Çавăн пекех ку операци вăхăтĕнче учетра тăракан хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем пур çемьесен пурнăçĕпе те интересленеççĕ. Кунпа пĕрлех çÿлерех асăннă йĕрке хуралçисем условнăй майпа айăпланнисем вăй хуракан предприяти-организацисене çитсе унти ертÿçĕсенчен условнăй майпа айăпланнисем хăйсене ĕçре мĕнле тыткалани, эрех-сăрапа аташни е аташманни пирки ыйтса пĕлеççĕ тата ытти те.
Асăннă операци вĕçĕнче ун кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Çав ларăва прокуратура ĕçченĕсем, районти шалти ĕçсен пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсем, попечитель органĕн представителĕ хутшăнаççĕ. "Условник" операци вăхăтĕнче йышăннă йĕркене пăхăнманнисем пирки çирĕпрех мерăсем палăртаççĕ, вĕсене çине-çинех тата ытларах тĕрĕслесе тăма пуçлаççĕ.