12 августа 2008 г.
Зинăпа Анфис пĕр ялсем. Пĕррехинче Зина Анфиссем патне пынă. Лешĕ сарайĕнчен тислĕк кăларма шут тытнă-мĕн. Хайхи хăйсем патне пынă хĕрарăма пулăшма ыйтнă. Зина ĕçлеме ÿркенекенскер мар, килĕшнĕ. Сахал вăхăт ĕçленĕ-и хĕрарăмсем, нумай-и, Зина темле хытă япала çине пырса тĕкĕннĕ. Сирсе пăхнă та кĕленче банкăпа укçа ларнине курах кайнă. Хайхискерне никама систермесĕр уçса, унтан темиçе укçине (кайран палăртнă тăрăх 30 пин тенкĕ) кăларса илсе часрах кĕсйине персе чикнĕ. Банкăна виткĕчпе хупласа вырăна лартнă. Тислĕк кăларас ĕçе вĕçлесен, Зина Анфиссем патне кĕнĕ. Унта пĕр хушă ларнă хыççăн килне кайнă.
Тепĕр кунне Анфис ял çыннисенчен Зина пуйса кайни çинчен пĕлет. Вăл хăй укçине вăрлани çинчен шутлама та пултарайман. Анчах сарайне кĕрсен, ăна укçа банки хăй вырăнĕнчех мар пек туйăннă. Вăл, ăна пÿрте илсе кĕрсе, укçине шутласа пăхнă та унта пĕтĕмпе те 70 пин тенкĕ çеç пулнă. Укçа çухални çинчен Анфис тÿрех милицине пĕлтернĕ.
Зина тунса тăман, милицисем хăйсем патне пырсан, пĕтĕм укçине вĕсене кăларса панă. Хăй “çылăха” кĕнишĕн ÿпкелешнĕ тата тепĕр 8280 тенкине, ăна вăл япаласем туянса пĕтернĕ, каялла тавăрса пама шантарнă.
Анфис упăшкипе хăйĕн пенси укçисене пухса пынă. 2007 çулхи çулла шутланă чух банкăра 100 пин тенкĕ таран укçа пухăннă. Икĕ укçи 5 пинлĕххисем, ыттисем пĕр пинлĕххисем пулнă. Çав укçасене кĕленче банкăна хурса пластмасса виткĕчĕпе питĕрнĕ те, полиэтилен пакета чиксе, сарай айккинчи улăм айне пытарнă. Унта çав укçана никам та шырас çук тенĕ ĕнтĕ.
Анчахрах ку ĕç пирки суд пулчĕ. Унта РФ УК 158 статйин 2 пайĕнчи “в” пунктпа килĕшÿллĕн, З. Андреевана 2 çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. РФ УК 73-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, наказани условнăй тата 1 çуллăх тĕрĕслемелле тесе шутланать. Кунсăр пуçне З. Андрееван А. Иванована 8280 тенкĕ укçа каялла тавăрса памалла пулать.