АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса

12 августа 2008 г.

 

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх, ăна упрама тата унпа пĕлсе усă курма вĕренмелле, — тет районти тĕп терапевт, райбольницăри терапи уйрăмĕн заведующийĕ Л. Дмитриева. Лилия Михайловна Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1982 çултанпа сывлăх хуралĕнче тăрать, 20 çула яхăн ĕнтĕ терапи уйрăмне ертсе пырать. Çак кунсенче Л. М. Дмитриева хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Лилия Михайловна пирки сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Г. Сушко ырăпа калаçрĕ. “Питĕ кăмăллă, вашават, çынсене яланах вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу парать. Хăйĕн квалификацине çуллен ÿстерсе пырать. Пациентсем ăна ырлаççĕ, унăн тивĕçлĕ ĕçне тата вăл вĕсемпе хăйне мĕнле тытнине тĕрĕс хак парсах ĕнтĕ. Тухса тăнă ыйтусене яланах çивĕч çĕклет. Ку çынсене тивĕçлĕ пулăшу панипе çыхăннă паллах...”, — терĕ Галина Николаевна.

Анчахрах Л. М. Дмитриевапа пирĕн штатра тăман корреспондент тĕл пулса калаçнă.

— Лилия Михайловна, Эсир сывлăх сыхлавĕн профессине суйласа илни мĕнпе çыхăннă-ши?

— Манăн анне, Георгиева Зоя Георгиевна медицина сестри пулнă, Çырмапуçĕнчи медпунктра ĕçленĕ. Кайран Карайри участок больницинче чылай хушă вăй хучĕ. Çĕрле пĕри-тепри пулăшма килсе чĕнетчĕç те вăл кайма хăратчĕ, мана пĕрле илетчĕ. Анне ĕçлени, сиплени халĕ те ман куç умĕнчех. Çынсене йывăр вăхăтра анне пек пулăшас тенипех ĕнтĕ эпĕ ку профессине суйласа илнĕ.

— Лилия Михайловна, Сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕç-ха çак çулсем?

— Медицина ĕçченĕн пурнăçĕ вăл, уйрăмах ялта, ĕçпе кăна. Ĕçĕ вара — чирпе аптранă çын ыратăвне, чунне лăплантарасси, ăна сыватса каллех пурнăçа тата ĕçе юрăхлă тăвасси. Кашни çын чирпе хăйне майлă аптрать. Çавăнпа çĕрле, канмалли кунсенче, урамра е хăнара, телефонпа шăнкăравласах ĕç çинчен аса илтерсе тăраççĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ, пулăшу кирлĕ пулсан, майсем тупса, яланах пулăшма хатĕр. Пирĕн уйрăмра çын çитменни чăрмантарать: çамрăк специалистсем яла ĕçлеме килесшĕн мар.

— Мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç-ха çак хушăра?

— Ĕлĕкрех ĕçлеме, чăнах та, йывăртарахчĕ. Пĕр çамрăк çынна, ÿпки шыçнă пирки 5 кун хушши сывламалли аппарата алăпа ĕçлеттерсе усрама тиврĕ, çапах та ăна сыватма пултартăмăр. Халĕ ун пек йывăр чирлисене реанимаци уйрăмĕнче сиплеççĕ. Юлашки вăхăтра чирĕсем те улшăнчĕç. Халĕ ытларах чĕре, гипертони, ÿпке чирĕсем хушăнса пыраççĕ. Час-часах шалкăм (паралич), инфаркт çапать. Ватă çынсен йышĕ ÿснĕ май, вĕсен чирĕсем те пухăнса пыраççĕ. Темиçе чирпе харăс аптранă çынсен хисепĕ нумайланать. Кун пек чухне чирсенчен сыватма пĕртте çăмăл мар. Тепĕр енчен наци проекчĕ шучĕпе больницăра çĕнĕ диагностика аппарачĕсене — УЗИ, ФГДС, рентген — ĕçлеттерни халиччен тупса палăртайман чирсене те асăрхаса сыватма май параççĕ. Кирлĕ чухне чирлĕ çын Шупашкара диагностика центрне те кайса сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать.

— Мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха пире, сирĕн пациентсене?

— Юлашки çулсенче ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви райбольницăри кашни уйрăмра сиплеме пултаракан чирсен шутне тата вĕсене сипленĕ чух усă курмалли эмелсен ячĕсене çирĕплетсе уйăрса панă. Министерство специалисчĕсем çав йĕркене мĕнле пăхăнса ĕçленине уйăхсерен килсе тĕрĕслесе тăраççĕ. Халĕ вара медицина докуменчĕсене компьютер урлă (электронная база данных) тĕрĕслесе тăма пуçлаççĕ. Çак стандартсем тăрăх, терапи уйрăмĕнче сипленĕ чух 4 тĕрлĕ эмелпе кăна усă курма юрать, вĕсене çеç тÿлевсĕр уйăрса параççĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районта халĕ пĕтĕмĕшле врач практикин 4 офисне уçнă. Чирлĕ çын района каймасăрах, вырăнтах врач патне лекме пултарать, киле чĕнме те май пур. Тата тепĕр офис уçма палăртнă, анчах терапи чирĕсене сыватма çăмăл мар: вăхăт та, укçи те кирлĕ. Çавăнпа та чире çийĕнчех, шала кайиччен тупса палăртса, сиплеме тăрăшмалла. Кун валли майсем туллиех — медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухасси, диспансеризаци, прививка тăвасси, çуллен флюорографи, сăну (смотровой) кабинечĕ урлă тĕрĕслеттересси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сирĕн сывлăха упрама самай пулăшĕ.

— Сывлăх сыхлавçин профессийĕ, тÿрех каламалла, çăмăл мар. Çапах та Эсир çемье династине малалла тăсма шут тытнă. Халĕ ку специальноçе суйласа илнишĕн ÿкĕнместĕр-и? Тата Сирĕн ачăрсем йăх-несĕл династине малалла тăсмаççĕ-и?

— Çук, ку профессине суйласа илнишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп, тепĕр май, эпĕ унпа кăмăллă. Çынсем пирĕн пата йывăр килеççĕ те кунтан сывалса тухса каяççĕ. Ку пирĕншĕн — парне евĕрех, савăнатпăр вара... Ачасем ман çулпа каймарĕç, вĕсем ашшĕ профессине суйласа илнĕ...

— Калаçушăн тавтапуç.

Юлашкинчен Г. Н. Сушко Лилиля Михайловна Дмитриевана юбилей ячĕпе райбольница администрацийĕ ăшшăн-ăшшăн саламласа çынсен сывлăхне сыхлас ĕçре ăнăçусем, пурнăçра телей, çемьере юратупа килĕшÿ сунни çинчен пĕлтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика