12 августа 2008 г.
2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин территорири органĕсем субсиди палăртаççĕ тата тÿлеççĕ. Пирĕн районта ăна халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пурнăçлать. Вăхăта тата укçа перекетлес тесе, çавăн пекех сывлăх тата вăй-хал çителĕксĕррине пула, аякри ялсенче пурăнакансем хăнăхнă йăлапа пулас субсидие шутлама хăйсен докуменчĕсене ытларах ял тăрăхĕсен специалисчĕсенчен парса яраççĕ. Час-часах документсене пухса çитерме, телефонпа консультаци пама тивет. Заявленисене йышăннă е пăхса тухнă чух çурт-йĕр, çемье кодексĕсене тата ытти право акчĕсене пĕлни кирлĕ. Чылай ыйтусене татса пама ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин субсиди ыйтăвĕпе ĕçлекен специалисчĕсем пулăшаççĕ.
Кăçалхи 7 уйăхра районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай субсидипе тивĕçтерме ыйтнă çемьесен счечĕсем çине 1246 пин тенкĕ укçа куçарнă. Уйăхсерен 300-е яхăн çемье патшалăх пулăшăвĕ илет, вăтамран пĕр çемьене хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме 600 тенкĕ субсиди каять. Иртнĕ тапхăрта хваттерпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди пама 361 çемье ыйтнă. Çав шутра Алманч ял тăрăхĕнчен 56, Мăн Шетмĕрен — 20, Кĕçĕн Шетмĕрен — 36, Карайран — 44, Красноармейскинчен — 134, Пикшикрен — 12, Упирен — 24, Чатукассинчен — 15, Еншик Чуллăран 20 çемье.
Хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди палăртма
çак документсем кирлĕ:
— заявлени çырнă çынпа пĕрле пурăнакан çемье членĕсен докуменчĕсен копийĕсем (мăшăрланни, ача çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствăсем, заявлени çырнă çыннăн, унăн çемье членĕсен паспорчĕсен тата ытти те);
— хваттерте мĕнле майпа пурăннине ĕнентерекен документсен (тара илнине çирĕплетекен килĕшÿ, хваттере харпăрлăха илни çинчен калакан свидетельство) копийĕсем;
— çемье йышĕ пирки справка;
— заявлени çырнă çыннăн тата унăн çемйин членĕсен тупăшĕсене çирĕплетекен справкăсем;
— хваттершĕн, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿленине, парăм пуррипе çуккине, газшăн тÿленине çирĕплетекен документсем;
— заявлени çырнă çыннăн, ун çемйин ытти членĕсен çăмăллăхсем пуррине ĕнентерекен документсен копийĕсем;
— заявлени çырнă çыннăн, унăн çемье членĕсен РФ гражданлăхĕ пуррине çирĕплетекен документсен копийĕсем.
Час-часах сиксе тухакан ыйтусем çинче чарăнса тăрас килет.
РФ Правительствин 2005 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи “Хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлеме субсидипе тивĕçтересси çинчен” 761-мĕш №-лĕ Постановленийĕнчи 3-мĕш пунктра акă мĕн каланă: патшалăх е муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе усă куракансен, уйрăм пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнче килĕшÿпе пурăнмалли пÿлĕме тара илнисен, пурăнмалли çурт-йĕрпе е пурăнмалли çÿрт-йĕрпе строительство кооперативĕн членĕсен, пурăнмалли пÿлĕм (хваттер, пурăнмалли çурт, хваттер е пурăнмалли çурт пайĕн) хуçисен субсиди илме право пур.
Хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсем тĕлĕшĕнчен парăм çук е ăна татас пирки килĕшÿ тунă граждансене субсидипе тивĕçтереççĕ.
Субсиди памалли çемьен пĕрлехи тупăшне е пĕччен пурăнакан çыннăн тупăшне календарьлă юлашки 6 уйăхпа палăртаççĕ. Çемьен пĕрлехи тупăшне шутланă чухне мăшăрĕн, ашшĕ-амăшĕн е çул çитмен ачасене усрава илнисен, çул çитмен ачасен, çав шутра усрава илнисен тупăшĕсене те шута илеççĕ.
Пĕр çемьене пĕр субсидипе çеç тивĕçтереççĕ, ăна 6 уйăхлăха параççĕ.
Документсене уйăхăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен парсан, субсидипе ку уйăхăн 1-мĕшĕнченех, вĕсене 16-мĕшĕнчен пуçласа уйăх вĕçнелле çеç парсан, субсидипе тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çеç тивĕçтерме пуçлаççĕ.
Субсиди илекен пурăнмалли яланхи вырăна улăштарсан, çемье йышĕ улшăнсан, заявлени çыракан çын тĕрĕс мар сведенисем тăратсан, уполномоченнăй орган йышăнăвĕпе субсиди пама пăрахаççĕ.
Уйрăлнă мăшăрсем, пĕр хваттерте пурăнсан та, пĕр çемье членĕсем шутланмаççĕ.
Субсиди пирки тĕплĕнрех пĕлме район администрацийĕн çурчĕн 107-мĕш кабинетне пымалла. Граждансене унта халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Вера Васильевна ИВАНОВА йышăнать. Субсиди пирки телефонпа 2-15-30 номерпе ыйтса пĕлме пулать. Граждансене кулленех йышăнаççĕ тата консультаци параççĕ.