АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси çĕнĕ кĕпере йышăнчĕ

12 августа 2008 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн 2006 çулхи августăн 21-мĕшĕнче йышăннă “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăрттăн вĕçлемелли мерăсем çинчен” 68-мĕш номерлĕ Указĕ пирĕн районта çулсем тăвассине хăвăртлатас ĕçе те çĕнĕ витĕм кÿчĕ. Трак енри кашни ялах çывăх вăхăтра хытă сийлĕ çул çитмелле. Чылай ял çыннисем ку ырлăха маларах курса-туйса илчĕç те ĕнтĕ. Кăçал та хамăр тăрăхра ку тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçлама пăхнă. Вĕсем, çирĕплетсех калама пулать, пурнăçа кĕреççĕ те. Акă, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче çеç автомобиль çулĕсем тата хальхи йышши капăр кĕпер тума 2008 çулта пĕтĕмпе 58 миллион тенкĕ ытла янă. Ĕненме йывăр пулин те, ку чăнлăхпа килĕшсе тăрать.

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çеç-ха комисси “Кушкă — Анаткас” — Четрик — Кăлава” автоçул çинчи Четрик ялĕнчи Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă хывнă капмар кĕпере йышăнчĕ. Унăн тăршшĕ — 47,2 погонлă метр. Кунта пĕтĕмпе 21 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Чăваш Республикин “Чувашавтодор” патшалăх унитари предприятийĕн филиалĕн Çĕмĕр-лери искусственнăй сооруженисем тăвас, юсас тата пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен отрячĕн (ертÿçи — О. И. Тихонов) строителĕсем кĕпере пахалăхлă тата кĕске вăхăтра хута ярас тесе нумай вăй хунă. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев та, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн заведующийĕ Б. М. Иванов та, çак секторăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Ю. И. Иванов та, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров та, тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ ертÿçи Г. Г. Васильев та ку обăектра ĕçсем епле пынипе интересленсех тăчĕç. “Района ертсе пыма тытăннăранпах — 1996 çултанпа — Мăн Шетмĕ ен çыннисем кĕпер тăвас ыйтупа ман патне йышăнăва темиçе хутчен те пычĕç. Малтанласа, 300 пин тенкĕ уйăрса, йывăç кĕпер туса патăмăр-ха вĕсене. Шел, тивĕçтермерĕ ку ял çыннисене. Н. В. Федоров Президент Указне тĕпе хурса тата вăл пулăшнипе вара çакăн пек илемлĕ кĕпер тума май килчĕ. Тĕрĕссипе, вăл Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансене республикăран калама çук пысăк парне пулчĕ. Строитель кунĕ умĕн çак кĕпере йышăнни унăн пĕлтерĕшне татах та ÿстерет. Тавтапуçах О. И. Тихонов ертсе пыракан строительсене”, — терĕ Станислав Андреевич.

Чăн та, райцентртан аякри ялта кĕпер туни — унта пурăнакансемшĕн чăн-чăн ырлăх. “Вăл четриксене тĕп усадьбăна тÿрĕрен çитме çул уçса пачĕ”, палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров. Упа çырмипе Четрик ялĕсене пĕрлештерекен ку кĕпере строительсем çавăнпах упрама чĕнсе калани питех те вырăнлăн илтĕнчĕ.

Мăн Шетмĕ ен çыннисем! Сирĕн ку кĕпер ÿссе ларнишĕн савăнмалла, çак ырлăхпа мăнаçланмалла, мухтанмалла, ăна типтерлĕн упраса пурăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика