08 августа 2008 г.
Футболла выляса район чемпионĕ ята çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртун иккĕмĕш çаврăмĕ пуçланчĕ. Пĕрремĕш турти вăйăсем çапла вĕçленнĕ: “Союз” — “XXI век” 6:1, “Исаково” — “Спарта” 4:1, “Вольник” — “Пикшики” 2:1.
Иккĕмĕш тур кăтартăвĕсем: “Факел” — “Союз” 7:1, “Пикшики” — “Спартак” 8:2, “Исаково” — “XXI век” 3 : 2.
Виççĕмĕш тур çапла вĕçленнĕ: “Союз” — “Вольник” 4:1, “Факел” — “XXI век” 4:1, “Пикшики” — “Исаково” 4:1. Чемпионатра черетлĕ тур хыççăн 19 очкопа “Пикшики” малта пырать. “Союзăн” — 18, “Вольникăн”, “Исаковăн” — 16-шар очко.