08 августа 2008 г.
1983 çулхи августăн 29-мĕшĕнче пирĕн районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçнă. Унăн пĕрремĕш директорĕ — Пикшикре çуралса ÿснĕ Всеволод Егорович СПИРИДОНОВ. Унта малтанах икĕ уйрăм йĕркеленĕ: çăмăл атлетика тата йĕлтĕр спорчĕ. Шкулта 17 тренер тăрăшнă, вĕсенчен пĕри çеç штатра тăнă, ыттисем обществăлла майпа ĕçленĕ. Малтанхи çул ДЮСШ секцийĕсене 628 ача çÿренĕ, çав шутран йĕлтĕрпе чупакансен секцине — 348, çăмăл атлетикăнне — 280 ача. Каярахпа кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тата спорт вăййисен (футбол, волейбол, баскетбол) уйрăмĕсем ĕçлеме пуçланă.
ДЮСШ директорĕнче В. Е. Спиридонов хыççăн В. А. Гурьев, Р. И. Мефодьев, В. Я. Григорьев вăй хунă. Халĕ ку должноçре Николай Семенович АНТОНОВ тăрăшать.
25 çул хушшинче кунта çÿресе ÿт-пĕве пиçĕхтернисенчен каярахпа Валерий Никитин, Дмитрий Григорьев (иккĕшĕ те Красноармейски ) — ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Алексейпа Валентин Григорьевсем (иккĕшĕ те Карай), Александр Пименов (Сурăмхĕрри), Эдикт Хайбуллин (Кĕçĕн Шетмĕ) — хăвăрт утассипе, Людмила Кузьмина (Яманак) — чăрмавсем урлă, Елена Матвеева (Çырмапуç) кросс чупассипе — спорт мастерĕн, Людмила Архиповапа Оксана Хайбуллина (Кĕçĕн Шетмĕ) хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.
150 яхăн спортсмен çитĕннисен 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне, 35-ĕн ытла спорт мастерĕн кандидачĕн, 15-шĕ спорт мастерĕн, 2-шĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă.