АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласси — тĕп тĕллев

08 августа 2008 г.

 

ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2006 çулхи августăн 8-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” 68-мĕш №-лĕ Указ кăларнăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртес енĕпе пирĕн районта та ĕçсем пыраççĕ. Иртнĕ çул, акă, 25,042 километр çул тунă, 17 яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă.

Кăçал çул-йĕр тума, юсама тата пăхса тăма районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче пĕтĕмпе 24114,6 пин тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Çав шутран çул тума тата реконструкцилеме — 6751,3 пин тенкĕ, пăхса тăма — 5424,2 пин, юсама 11939,1 пин тенкĕ.

Паянхи кун тĕлне уйăрнă укçан 15937,2 тенкипе усă курнă, çав шутра çулсене пăхса тăрас çĕрте — 1777,8 пин тенкипе, юсас тĕлĕшпе — 7408,1 пин, реконструкцилессипе — 6751,3 пин тенкĕпе. Сăмахран, “Шупашкар — Сурски — Чатукасси — Красноармейски” автоçул çинче тепĕр 600 метр çула реконструкциленĕ. Кунта “ЧР “Чувашавтодор” ПУПĕн “Вăрнарти ДРСУ” филиалĕ ĕçленĕ. “Çĕрпÿ — Красноармейски — Кÿлçырма — Шывпуç” автоçул çинче чикĕллĕ яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ Туçи Чуракасси — Шывпуç участока тĕпрен юсассине вĕçлерĕ. Çавăн пекех ку пĕрлешÿ строителĕсем “Шупашкар — Сурски — Карай — Красноармейски” автоçула юсама тытăннă, 2 километрне йĕркене кĕртнĕ те ĕнтĕ.

ЧР Президенчĕн çÿлерех асăннă Указне пурнăçлама, 12 яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма, 170528 пин тенкĕ укçа янă. 24,346 километр хытă сийлĕ çула ĕçе кĕртмелле. Çав шутран 14,276 километрне çĕнĕрен тумалла, вак чул сарнă 10,070 километрĕ çине асфальтпа бетон сийĕ витмелле. Кунпа пĕрлех 47,2 метр тăршшĕ тимĕр-бетон кĕперĕ хывмалла.

Пикшик ял тăрăхĕнчи Кивьяла каякан автоçула строительство списокне кĕртнĕ. Автоçулăн проектпа смета документацийĕ хатĕр (çул тăршшĕ 915 метр, смета хакĕ — 6120,1 пин тенкĕ). Ку обăект подрядчикĕ августăн 22-мĕшĕ хыççăн паллă пулать.

Чикĕллĕ яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ 2007 çулта тунă обăектсенчи — Пайсупинпа Вăрманкасси, Çурткасси çулĕсем çинчи — çитменлĕхсене пĕтернĕ. Енĕшкассипе Çавалçырма тата Кушар ялĕсене каякан çулсене тивĕçлĕ шая çитерес тĕлĕшпе ĕçлемелле-ха. Пулайкассипе Типвар, Шăнарпуçпе Дворики, Чаканарпа Кĕçĕн Супар çулĕсене хытă сийпе витмелле. Асăннă подрядчиках Пĕчĕк Супарпа Шурка, Кушарпа Хĕлеç, Туканаш çулĕсене тăвать.

“Дорстрой” пĕрлешÿ хăй иртнĕ çул ĕçленĕ обăектсене — Кайри Карăкпа Малти Карăк, Вутланпа Хусакасси, Йÿçкассипе Çырмапуç çулĕсем — йĕркене кĕртсе çитернĕ. Кайри Карăкалла 566 метр тăршшĕ асфальтпа бетон сарнă. Малти Карăк ялĕ патне çитме тепĕр 300 метр çул тумалла. Хальлĕхе подрядчикĕ паллă мар-ха.

ЧР “Чувашавтодор” ПУПĕн “Пăрачкаври ДРСУ” филиалĕ Çеçмерпе Ыхракасси, Ямайкасси автоçулсем çинче хăй умне лартнă задачăсене пурнăçларĕ.

Çав вăхăтрах тулли мар яваплă “Полистромстрой” пĕрлешÿ пирки ун пек калаймăн, унăн Тури Типçырмапа Тăватпÿрте каякан çулсем (вĕсен тăршшĕ — 2,785 км) çинчи çитменлĕхсенчен хăтăлас тесен чылай ĕçлемелле-ха тата ку çулсене асфальт сармалла.

ЧР “Чувашавтодор” ПУПĕн “Вăрнарти ДРСУ” филиалĕ Уйриçуртпа Шăпăрлăвара каякан çулсене тума пуçланă. Халĕ кунта хăйăр сараççĕ.

Тулли мар яваплă “Транзит” пĕрлешÿ Кăлавапа Упаçырми тата Четрик çулĕсене (тăршшĕ — 3,274 км) тăвать.

ЧР “Чувашавтодор” ПУПĕн искусственнăй сооруженисем тăвас, юсаса пăхса тăрас енĕпе ĕçлекен Çĕмĕрлери отрячĕ Четрикре Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă кĕпер хывать.

Хальлĕхе тулли мар “Дорсервис” Арçунакасси çулне (тăршшĕ — 0,426 км) тума тытăнман-ха.

Çу кунĕсем, çул-йĕр тумалли чи лайăх вăхăт, вĕçленсе пыраççĕ. Çавăнпа та йĕпе-сапаллă çанталăк пуçланиччен строительство ĕçĕсене çине тăрсах вĕçлеме тăрăшасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика