АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Василий Петров — республикăри ялти чи лайăх тренер

08 августа 2008 г.

 

Анчахрах республикăри çăмăл атлетика федерацийĕн ларăвĕ пулнă. Унта, хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокĕпе Раççей чемпионачĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса, пирĕн районти Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче тренерта ĕçлекен Василий Петрович ПЕТРОВА республикăри ялти чи лайăх тренер ятне пама йышăннă. Пирĕн корреспондент çак кунсенче В. П. Петровпа курса калаçнă

— Василий Петрович, Сире чи малтанах республикăри ялти чи лайăх тренер ята тивĕçнĕ ятпа саламлатăп, малашнехи ĕçре çакнашкалах ÿсĕмлĕ вăй хума ырлăх-сывлăх сунатăп.

— Тавтапуç.

— Василий Петрович, эп пĕлессе Эсир çирĕм çул ытла тренерта вăй хуратăр, сахал мар ачана пысăк спорт çулĕ çине кăлартăр. Çулпа çул, паллах, пĕр килмеççĕ. Çапах хăшне чи ăнăçли тесе шутлатăр. Ман шутпа, кăçалхи пек туйăнать. Çапла мар-и?

— Çаплах. 2008 çула, вăл вĕçленмен-ха, чи ăнăçли тесе шутламалла. Манăн воспитанниксем, Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсем тата Люда Архипова хăвăрт утассипе Раççейĕн хĕллехи чемпионатĕнче палăрчĕç. Эдиктпа Люда унта XXIII Тĕнче кубокне хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç. Чăн та, судьясем Э. Хайбуллина 10 километра вĕçлеме памарĕç. Çавăншăн халĕ те кулянатăп. Л. Архипова хĕрарăмсем хушшинче 20 километрлă дистанцире тăваттăмĕш пулчĕ. Кăна эпĕ, чăн та, кĕтменччĕ. Тĕнчере тăваттăмĕш пулни епле пысăк çитĕнÿ вăл. Командăпа, пĕрремĕш вырăн йышăнса, Люда ылтăн медале тивĕçрĕ. Çавăншăн савăнмаллипех савăнатăп. Вăл Раççейĕн июньте Саранскра иртнĕ çуллахи чемпионатне хутшăннă. Люда Архипова унта 20 километра хĕрарăмсенчен чи малтан утса тухнă. Л. Архипова Пекинра кăçалхи август уйăхĕнче иртекен çуллахи Олимп вăййисене кайма ирĕк паракан путевкăна çĕнсе илтĕм тесе шутланă. Питĕ шел, утмалли техникăна пăснă тесе, тепĕр çур сехетрен унăн результатне пăрахăçланă. Çакăн пирки Люда çав кунах кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтерчĕ, хăй питĕ пăшăрханнă. Хам та уншăн питĕ кулянтăм.

Района ĕçлеме килсенех хамăн вĕренекенсем районти ăмăртусенче мала тухнăшăн савăнаттăм. Каярахпа республикăри, çĕр-шыври, Европăри тата тĕнчери ăмăртусенче палăрнăшăн савăнма пуçларăм.

— Василий Петрович, кăçал пирĕн районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ уçăлнăранпа 25 çул тултарать. Эсир те çак тытăмра чылайранпа ĕçлетĕр. Ку таранччен класлă миçе спортсмен хатĕрлеме май килчĕ-ха?

— Эп вĕрентнĕ ачасенчен каярах Люда Архиповапа Оксана Хайбуллина хăвăрт утассипе — тĕнче класлă спорт мастерĕ, Эдикт Хайбуллин спорт мастерĕ ятсене тивĕçрĕç, Алеша Егоровпа Андрей Христофоров, Сергей Никифоров — йĕлтĕрпе чупассипе, Марина Ришко хăвăрт утассипе, Светăпа Геннадий Александровсем чупассипе пĕрремĕш спорт разрячĕсене тултарнă. Алексей Павлов пысăк шанăç паракан спортсменччĕ, утассипе те, чупассипе те, анчах ăна футбол вăййи çывăхрах пулчĕ курăнать. Халĕ вăл çар училищине вĕренме кĕнĕ. Тен, Алексей хăйне ытти енĕпе кăтартĕ... Хăй вăхăтĕнче пĕр тăван Анатолийпе Андрей тата Валерий Игнатьевсем районти, республикăри ăмăртусенче тăтăшах мала тухатчĕç. Пултаруллă спортсмен хатĕрлеме нумай ĕçлемелле, кашнинпе уйрăммăн, ачан та Турă пани — талант пулмалла тата унăн ÿркенмелле мар, çавăн чухне çеç çитĕнÿ тума пулать халĕ.

— Тренер ĕçĕ пĕртте çăмăл мар, ывăнтарать те пуль, хăш чух пăрахса каяс шухăш та çуралать пулĕ. Ун пек пулăмсене мĕн çĕнтерме-сирме пулăшать-ха Сире, Василий Петрович?

— Тренерта ĕçлеме, паллах, пĕртте çăмăл мар. Нуши мĕн чухлĕ, йĕпи-сапи… калама çеç лайăх. Ывăнсах çитетĕп тепĕр чух, чăн та. Анчах ачасен кăтартăвĕсем лайăхланса пыни хавхалантарса пырать, малалла ĕçлеме чĕнет. Вĕсем япăх пулсан вара алăсем лаштах усăлаççĕ.

— Ĕмĕт-тĕллевсем пирки пĕлес килет, мĕнлерех-ши вĕсем Сирĕн, Василий Петрович?

— Хальхи çитĕнÿсене çирĕплетме тăрăшасси, талантсем шыраса тупса вĕсене аталантарма пулăшасси. Çав шутпах, акă, Еншик Чуллă шкулĕпе Трак гимназийĕнче хăвăрт утакансен ушкăнĕсене йĕркелесе ятăмăр.

— Василий Петрович, чуна уçса калаçнăшăн тавтапуç Сире.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика