08 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Строитель кунне уявлатпăр. Профессилле праçник ячĕпе ку отрасльте вăй хуракансемпе çак ĕç ветеранĕсене район пуçлăхĕ С. А. Николаев ăшшăн саламлать, Трак ен ырлăхĕпе малашлăхĕшĕн пыракан пархатарлă ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туптама ырлăх-сывлăхпа вăй-хăват, çемьесенче телейпе килĕшÿ сунать.
Уяв умĕн район пуçлăхĕ С. А. Николаев кунпа пĕрлех строительсен ушкăнне строительствăра нумай çул тухăçлă вăй хунăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăласси çинчен хушу кăларнă. Ку чыса тулли мар яваплă “Регионстрой” акционер пĕрлешĕвĕн платникĕ Алексей Валериевич ПРОХОРОВ тата каменщици Елена Алексеевна Николаева тивĕçнĕ. Вĕсене çав ятпа тата Строитель кунĕпе саламласа ăнăçусем сунатпăр.