АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр çурт çĕкленчĕ

08 августа 2008 г.

 

Тулли мар яваплă “Регионстрой” пĕрлешÿ вунă çул ĕнтĕ пирĕн районта ĕçлет. Çак хушăра 8 çурт çĕклесе лартрĕ. Вĕсем çине пăхсан куç савăнать. Анчахрах хăпартса лартни тетте пекех. Халĕ унăн тăррине витме хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Ольга Ивановна Васильева прораб пĕлтернĕ тăрăх, тимĕр черепица илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Асăннă обăекта ноябрьте ĕçе кĕртмелле-мĕн. Унччен çурта шыв, газ кĕртмелле, канализаци хывмалла, урай хăмисене сармалла, çурт йĕри-тавра тирпей-илем тумалла тата ытти те.

Тăрă çавăрнă çĕрте Анатолий Трофимовпа Алексей Прохоров, Юрий Григорьевпа Владислав Николаев ĕçченсем хастар тăрăшрĕç. Вĕсенчен кашниех стройкăра ĕçлесе пуян опыт пухнă: кирпĕч хума та, платник ĕçне тума та, тата ыттине те пултараççĕ. Анатолий Максимович, сăмахран, 30 çул ытла строительствăра тăрăшать. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ.

Дина Николаева штукатур-маляр саккăрмĕш çул ку пĕрлешÿре вăй хурать. Хăй ĕçĕнче хăйне май ăста. Кирпĕч хума та пултарать. Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ профессипе техника училищинче илнĕ специальноçпе кăмăллă Дина Николаевна. Ольга Васильева прораб ертсе пыракан участокра тимлекенсене Строитель кунĕ ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере кил ăшши сунас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика