АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнланса

08 августа 2008 г.

 

45 çул юнашар, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ Алманч ялĕнчи Николаевсем. Хура-шурне самаях курнă пулин те, Людмила Петровнапа Виталий Николаевич çынлăха упраса хăварнă, юратнă ĕçрен пăрăнман вĕсем. Виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ, кашниех килĕштернĕ професси тупнă: вĕрентекен, тухтăр, мастер-çĕвĕçĕ, телемастер. Оля хĕрĕ тăван ялтах юлнă. Савнă мăшăрĕ Шывпуçĕнчи тĕп шкул директорĕнче ĕçлет. Çĕнĕ, икĕ хутлă çурт çĕклерĕç вĕсем.

Людмила Петровна 75-ре. Вунă мăнук унăн. Вĕсене курсан, сăмахласан чунĕпе таçта çÿлте вĕçнĕнех туять ватă. Красноармейскинче çуралнă вăл. Ачаранах педагог пулас туйăмлăскер, алла аттестат илнĕ хыççăн, Чăваш патшалăх пединститучĕн (халĕ — университет — О. Л.) филологи факультетне вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах Алманч шкулĕнче вожатăйра ĕçленĕ. Алла диплом илсен кунтах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнать. Людмила Петровна кашни ачарах унăн пултарулăхне аталантарма ăнтăлать, чунри пĕлÿ хĕлхемне чĕртсе яма тăрăшать.

Пĕлÿ тинĕсĕн шавлă хумĕсем урлă 36 çул ишнĕ Л. Николаева. Çак хушăра тĕрлĕ шайри миçе грамотăпа диплома, тав çырăвне тивĕçмен-ши? Хăй вĕрентнĕ ачасем тăтăшах çырусем яраççĕ килне, уявсенче шăнкăравлаççĕ. Пĕлÿ кунĕсенче çулленех шкула чĕнеççĕ ăна. “Пурнăç улшăнчĕ. Пирĕн вăхăтри кăларăмри ачасене паянхипе танлаштараймăн. Хальхи радиопа телевидени передачисем, ют çĕр-шывсенче ÿкернĕ тĕрлĕрен фильмсем ÿсекен ăрăвăн кăмăл-сипетне чылай улăштараççĕ. Шкулта вĕренекенсен хисепĕ чакни те шухăша ярать”, — тет Людмила Петровна.

Мăшăрĕ, Виталий Николаевич, ку ялтах çуралса ÿснĕ, “пуртăпа пăчкă ăсти” теççĕ ăна таврара. Ун алли пырса пăта çапман кил çук та пулĕ ялта. Халĕ, ватлăхра та, платник ĕçне пăрахаймасть вăл. “Ылтăн алăллăскерсем”, теççĕ вĕсем пирки ял-йышра. Тарават та ăш пиллĕ ватăсем ачисемпе, мăнукĕсемпе киленсе пурăнаççĕ. Çакăнтан ырри, лайăххи мĕн пултăр ĕнтĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика