АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тымарăн хунавсем çирĕм

08 августа 2008 г.

 

Чатукасси тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă, халăх умĕнче ырă ятпа палăрнă çынсенчен, çемьесенчен пуян. Вĕсен хушшинче манăн Валентиновсен çемйине те палăртса хăварас килет.

— Пирĕн йăхăн ырă ят-сумĕ манăн асаттепе, 1876 çулта çуралнă Прохор Никитич Никитинпа та çыхăннă, — тет паян мăнукĕ Анатолий Валентинов. — Вăл хамăр тăрăхра кĕлетке-çурăм енчен чи тĕрекли пулнă, пÿ енĕпе те ăна çитекенни пулман. Атте каласа панă тăрăх, асатте 18 пăт таран йывăрăш çĕклеме пултарнă. Çут çанталăк панă вăй-хала пач усăсăр пĕтермен вăл, анлă Атăл çине ĕçе вырнаçнă, бурлак пулса тăнă. Рыбинск — Астрахань маршрутпа çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен баржăсем туртнă. Киле таврăннă чух нихăçан та парне-кучченеçсĕр килмен вăл.

Прохор Никитич кÿршĕ ял хĕрĕпе çемье çавăрать. Малашлăха пăхнах ĕнтĕ ял каччи. Мăшăрĕ ăна ывăлпа икĕ хĕр парнеленĕ. Питех те шел, арăмĕ чир-чĕре пула çамрăклах куçне хупнă. Урăх авланман П. Никитин, ачисене пĕчченех ура çине тăратма вăй çитернĕ.

Чатукассинче пурăнакан, кăçалхи декабрьте 80 çул тултаракан, чылай хушă “Герой” хуçалăха ертсе пынă, кунти вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ А. Львовăн та, ваттисем каласа панă тата хăй аса илнĕ тăрăх, П. Никитин пирки те ăшă сăмахсем каламалли пурах.

— Эпир Валентиновсемпе ютах лекместпĕр, — сăмахне пуçларĕ Анатолий Львович. — Прохор сăпайлă çын пулнă. Алă ăстиччĕ, пире те йăмраран сахал мар валашка, ытти савăт-сапа туса панă. Выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлессипе ăна çитекенни пулман хамăр тăрăхра.

П. Никитинпа çыхăннă тепĕр пулăма та аса илетчĕ атте.

1905 çулхи çулла. Ял халăхĕ униче картине юсама тухнă. Вĕсемпе пĕрле вăхăтлăха отпуска килнĕ Прохор та кунтах. Унччен те пулмасть вăрман енчен çăмламас чĕр чун вирхĕнсе килнине асăрхаççĕ. Пăхаççĕ — упа. Пĕр çын юлмиччен тарса пĕтеççĕ. Прохор вырăнтах юлать, урса кайнă упа хыçал енчен ун çине сиксе ларать, çивĕч чĕрнисемпе патваррăн кăкăрне çурса ярать. Тем самантра арçын хăрушă чĕр чуна мĕн пур вăйран çĕр çине çавăрса çапать. Кĕрешÿ пуçланать. Вилĕмрен хăрамасăр çапăçать вăл. Антун ятлă арçын, карта хыçне пытанса юлнăскер, шăвăнса пырса сенĕк пăрахса парать. Упана тин чиксе вĕлерме май килет. Каярах ентешĕн 3-4 уйăх сурансенчен сипленме тивнĕ. Çулсем иртнĕ хыççăн упапа кĕрешнĕ чухне юлнă кăкăр çинчи çĕввине тăтăшах кăтартатчĕ Прохор.

1955 çулта, 80 çула пуссан вилнĕ Прохор мучи. Сăн ÿкерчĕксемех сыхланса юлайман унăн. Халĕ мăнукĕн, Анатолийĕн, килĕнче аслашшĕне аса илме ватă хăй вăхăтĕнче тăхăнса çÿренĕ 44 сантиметр тăршшĕ çăка хуппинчен ăсталанă çăпата упранать.

Икĕ хĕрĕпе ывăлне ĕçченлĕхе, туслăха, тирпейлĕхе, çынлăха — мĕн пур ыррине вĕрентсе хăварнă Прохор. Анна, Валентин, кĕçĕн хĕрĕ Кĕтерин ашшĕн халалне çĕре ÿкермен. Кашниех çемьеллĕ пулнă, хăйсен ачисене те аслашшĕн ятне çÿлте тытма чĕннĕ.

Валентин ывăлĕ Чатукасси шкулĕн 4 класне вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăклах хуçалăх ĕçне кÿлĕнме тивнĕ. Ака-суха тунă. Пултарулăхне кура ăна бригадира шанса лартаççĕ. Çар хĕсметĕнче пулать. Каярах Шăнарпуç хĕрĕпе Аннăпа ĕмĕр пĕрле пулма килĕшсе татăлаççĕ. анчах çамрăксен мал ĕмĕтне пĕтĕмпех тискер вăрçă татнă. 1942 çулта Аслă Отечественнăй вăрçа кайма повестка илет Валентин Прохоров. Çемйинчи 4 ачана çурма тăлăха хăварса хăрушă тăшманпа çапăçма тухса каять ентеш. Мăшăрне, темĕнле йывăр пулсан та, пепкисене ыррăн-сыввăн ÿстерме хушса хăварать.

— Валентина вăрçă хирне ăсатнă чух эпĕ 14-ри яш пулнă, — тет А. Львов. — Çав вăхăта лайăхах астăватăп. Унпа пĕр вăхăталлах Чатукассинчи Терентий Скворцов, Пулайкассинчи Ефим Ефремов хаяр тăшманпа çапăçма тухса кайрĕç. Кашниех тĕрлĕ фронтсенче çапăçрĕ.

Пĕрремĕш хаяр тытăçăва В. Прохоров Волхов фронтĕнче кĕтсе илет. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă май миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăман-ши вăл?

Пирĕн çарсем тăшмана хĕвеланăçнелле хăвалама тытăннă ĕнтĕ. Нимĕçсем вăрă-хурахла çĕмĕрнĕ ял-хуласене ирĕкрен хăтарнă. Шел, пĕр тан мар çапăçура Валентин Прохорович ураран йывăр аманать, госпитальте сипленме тивет унăн.

Турра шĕкĕр, ыррăн-сыввăнах таврăнать тăван Чатукассине Прохоров рядовой. Чи малтан ачисене, мăшăрне ытама илет. Куçĕсенчен савăнăç куççулĕ шăпăртатса анать.

Ĕнерхи салтак тÿрех мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Уй-хир бригадирĕнче ĕçлеме тытăнать, каярах пĕр улшăнмасăр 20 çула яхăн кĕлетçĕре (кладовщик) вăй хурать.

Юратнă мăшăрĕпе вĕсем 7 ача çуратса ÿстереççĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ.

Серафиман кун-çулĕ тăван тăрăхпах çыхăннă. Вăл чылай çулсем “Герой” колхозăн выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçленĕ.

Николай вара водитель профессине килĕштернĕ. Çарта пулнă хыççăн Казахстанăн çерем çĕрĕсене уçма хутшăннă. Каярах Шупашкара таврăннă, автобус çÿретме тытăннă. 1980 çулта Мускавра иртнĕ çуллахи XXII Олимп вăййисене хутшăннă спортсменсене автобуспа илсе çÿренĕ республикăри водительсенчен пĕри вăл.

Кронид Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренсе пĕтернĕ, “тимĕре якатса хатĕрлесси” специальность туяннă. Малтанах агрегат заводĕнче юсавçăсен бригадинче слесарьте ĕçленĕ, каярах мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактор тăвакансен заводĕнче мастерта вăй хунă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул çуралнă Клава та, аппăшĕ евĕрех, мĕн ачаран выльăхсене юратнă, чылай тапхăр фермăра ĕнесем сунă. “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ.

Паянхи кун Константин тивĕçлĕ канура. Унăн ĕç биографийĕ Шупашкар ГЭСĕпе çыхăннă, вăл кунта строительсен бригадине ертсе пынă, ăна чыслă ĕçшĕн III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. К. Валентинов газ уçлакан Заволжски станцин обăекчĕсене çĕклеме тÿрремĕнех хутшăннă. Халĕ Шупашкарта пурăнать.

Çемьери улттăмĕшĕ — Анатолий.

Петĕр вара Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ — академийĕ — авт.) зоотехник специальноçне вĕренсе тухнă. Хамăр районти “Звезда”, “Герой” хуçалăхсенче тĕп зоотехникра ĕçленĕ. 1981 çултанпа Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда ялĕнче пурăнать. Кунта вăл 3 çул управляющире, 8 çул совхоз директорĕнче вăй хунă. Халĕ фермер хуçалăхĕ тытать.

1979 çулта çĕре кĕнĕ Прохор Валентинов.

Валентиновсен Анатолий ывăлĕ 1947 çулта çуралнă. 1962 çулта Чатукассинчи сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ, Красноармейскинчи каçхи шкулта пĕлÿ пухнă. Алла аттестат илсен мал ĕмĕтлĕ çамрăк Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕрет. Анчах часах каччăна çара илеççĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех физкультурăпа спорта кăмăлланăскер, Балти флочĕн строительство çарĕсене службăна лекет. Çар хĕсметĕнче тăнă чух тăтăшах тренировкăсем ирттерет, çакă хăй çимĕçне кÿрет. Пĕр ăмăрту та вăл хутшăнмасăр иртмен тенĕ пек, кашнинчех призлă вырăнсем йышăннă. Киле таврăнас умĕн Анатолий йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн, çуран чупассипе, штанга йăтассипе пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă.

1969 çулта А. Валентинова Енĕшкассинчи 8 çул вĕренмелли шкула физкультура учителĕ пулса ĕçе илеççĕ. Çак тапхăрта вăл шкул ачисене, ку тăрăхри яш-кĕрĕме спортпа туслашма пулăшать те, хăй те тăтăшах ăмăртусене хутшăнать. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа техникума ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. А. Валентинов ертсе пынипе “Герой” колхоз çамрăкĕсем хуçалăх чысне районти ăмăртусенче чыслăн хÿтĕлеççĕ. “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсемшĕн пынă эстафеттăлла ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ А. Валентинов команди. Халĕ те упрать çав грамотăсене вăл. Акă вĕсенчен пĕри. “Урожай” область совечĕн ăмăртăвĕнче 100 метр инçĕшне чупса 11,9 çеккунт вăхăтпа иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Вăл Атăл çи тăрăхĕнче иртнĕ спартакиадăра 400 метра чупассипе призлă вырăн йышăнать.

Алла диплом илнĕ хыççăн А. Валентинов хăйĕн кун-çулне производствăпа çыхăнтарать. Виçĕ çул хушши Тюмень облаçĕнчи стройкăсенче прораб пулса тăрăшать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Красноармейски ялĕ çывăхĕнче сысна ĕрчетмелли комплекс çĕклеме тытăнаççĕ. Кĕçех А. Валентинов çак стройкăна прораб пулса ĕçе вырнаçать. 1981 çулта ăна тĕп инженера çирĕплетеççĕ. Йывăр лава ăнăçлă туртса пырать вăл.

80-мĕш çулсен варринче районти агропромышленность пĕрлешĕвне йĕркелеççĕ. Çак тапхăрта А. Валентиновăн ĕç биографине тишкерсен, вăл яваплă ĕçсенче тăрăшнине куратăн: капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ, хамăр тăрăхри ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес енĕпе ĕçлекен специалисчĕ, ертсе пыракан специалисчĕ. Каярах ăна районти “Сельхозтехника” çумĕнче уçăлнă газ участокĕн ертÿçине шанаççĕ. Район ертÿçисем унăн пултарулăхне, хастарлăхне асăрханах çав. Çавна курах ăна райадминистрацин газ кĕртес енĕпе ĕçлекен тĕп специалистĕнче вăй хума сĕнеççĕ. Килĕшет вăл. Районти 89 ялтан А. Валентинов çитменни пур-ши? Ялсене “сенкер çулăм” епле çитернĕ пирки вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.

Юлашки пилĕк çул хушши А. Валентинов ФГУн “Чувашмелиоводхоз” управленийĕн Красноармейскинчи филиалне ертсе пырать. Хăйсене шанса панă 8 районăн пĕви-кÿллисене куç шăрçи пек сыхлаççĕ вĕсем.

Çемьеллĕ Анатолий Валентинович. Мăшăрĕ, Ирина Васильевна, суту-илÿ тытăмĕнче вăй хурать, экспедитор вăл. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли, Юрий, Чăваш ял хуçалăх академийĕн зооинженери факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Лева вара Мускаври уçă университетра “финанссемпе кредитсем” специальноçа алла илнĕ. Кăçалхи хĕлле Ирина Васильевнапа Анатолий Валентинович кин кĕртрĕç, хăта-тăхлачăллă пулчĕç.

Çапла ватă тымарăн хунавĕсем çирĕпленсех пыраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика