01 августа 2008 г.
Çак кунсенче районти тĕп библиотека çумĕнчи “Тимлĕх” клуб членĕсем хăйсен черетлĕ занятине пухăнчĕç. Сăлтавĕ те пулчĕ çав: районти ветерансен хорĕн чи активлă членĕсенчен пĕрин Р. С. Петрован 60 çулхи юбилейĕ çитрĕ. Роза Степановна ВЛКСМ райкомĕнче, районти çăкăр пĕçерекен комбинатра, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра тăрăшнă.
“Тимлĕх” клуб ертÿçи С. Никитина, ыттисем Р. Петрова пирки чылай ăшă сăмах каларĕç, Светлана Александровна ăна парне — Библи пачĕ. Вулав залне çав кун чечексем илем кÿчĕç.