01 августа 2008 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Çав кун кунта Упири ятарлă шкулта вăй хума пуçланă ученăй, психолог, режиссер, сценарист, Раççейри Вĕрентÿ Академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççейри театр деятелĕсен Союзĕн членĕ Юрий Алексеевич Тя-сен хăй çырнă “Сказка о счастье” спектакльне кăтартрĕ. Зала халăх чылай пухăннă, уйрăмах шкулсенче вĕренекенсем. Маша упа çурине Анна Гудзенко, Баба Ягана Вероника Гудзенко, Амăшне Мария Осипова вылярĕç. Массăллă сценăсенче ятарлă шкулта вĕренекен Костя Камышов, Илья Петренко, Ростислав Степанов, Петя Григорьев, Валерий Фомин, Бахтияр Мамедов. Тĕрлĕ тĕслĕ костюм тăхăннăскерсем залри ачасене хăйсен тыткаларăшĕсемпе тыткăнларĕç. Спектакль продюсерĕ — Ю. Васильев.
* * *
Июлĕн 29-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче асăннă коллектив хăйĕн пултарулăхĕпе райцентрти “Звездочкăпа” “Чебурашка”, “Сеспель” ача сачĕсенчи аслă ушкăна çÿрекенсене паллаштарчĕ. Юмах-спектакль хыççăн ачасем çамрăк артистсемпе юрларĕç, тĕрлĕ хусканусем турĕç.
Çывăх вăхăтра пултарулăх ушкăнĕ ытти çĕре те тухса çÿресшĕн.
* * *
Июлĕн 30-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ каллех вĕтĕр-шакăра пухрĕ. Ку хутĕнче вĕсене “Ача-пăча тĕнчи” “Юмах патĕнче хăнара” “Лазерное шоу” кăтартрĕ. Унта ачасем “Тĕлĕнтермĕш тĕнчере” пулса курса мультфильмсенчи Лунтикпа, Крошăпа, Баба Ягапа, Кащейпа, ытти геройсемпе пĕрле савăнчĕç. Телейлисем призсемлĕ пулчĕç.