01 августа 2008 г.
Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн куçса çÿрекен машинăсемпе ытти техникăна техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин пĕрлехи приказĕпе килĕшÿллĕн, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, августăн 1—31-мĕшĕсенче “Трактор” асăрхаттаруллă операци-уйăхлăх иртет. Ун вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна вĕсен хуçисем техника тĕлĕшĕнчен мĕнле пăхса тăнине, усă курнине, асăннă транспорт хатĕрĕсене вăхăтра патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнине тĕрĕслеççĕ, кивĕ, юрăхсăра тухнă тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ытти машинăсене тупса палăртса регистраци шутĕнчен кăларас тата тимĕр-тăмăра ăсатас тĕлĕшпе мерăсем йышăнаççĕ, вăл-ку енĕпе йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ. Пĕлтĕр асăннă мероприяти вăхăтĕнче 7 предприятипе организаци ертÿçине предписани çырса панă, 32 тракторист-машинистпа должноçри 4 çынна административлă явап тыттарнă, вĕсенчен пĕтĕмпе 10 400 тенкĕ штраф шыраса илнĕ.