АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăсара

01 августа 2008 г.

 

Пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă чĕр чунсен шутне кĕрет вăл. Кашни ялтах пăсара лăпкă та хăтлă вырăн тупса пурăнать, хунать. Анчах та эпир чылай чухне вăл пуррине сисместпĕр те, ăна палламастпăр та. Ку çак тискер кайăк питех те асăрхануллă пулни çинчен калать. Çăва тухнă май, чăх, кăвакал чĕпписем тухсан тин, ял хушшинче пăсара хуçаланнине аса илетпĕр.

Пăсара. Ăçтан тухнă-ха çак кайăкăн хăйне евĕрлĕ ячĕ? Вулакан тупсăмне хăйех тен ăнкарĕ. Çак чĕр чунăн хÿри пуçланнă вырăнта усал шăршă кăларакан пар пур. Тăшман аллине лексен, пăсара сăмсана çуракан усал шăршă кăларса ярать. Ирĕксĕрех тăшман айăккалла пăрăнать. Хĕллехи вăхăтра кашта çинчи чăхха урайне ÿкернĕ чухне те пăсара çак меслетпе усă курать-мĕн. Усал шăршă кашта çинче тĕлĕрекен кайăка ăнран ярать иккен.

Çирĕм çул каялла хĕллехи пĕр уяр кун хамăн çывăх тăван патне ĕçпе кĕмелле пулчĕ. Малтанхи кун лапка-лапка юр çунăччĕ. Пÿрте кĕриччен кил хушшине сăнаса пăхрăм. Кил-çурт тавралла, карта çуммипе кушак çÿренĕ майлă йĕрсене асăрхарăм. Пăсара йĕрри ку, палăртрăм ăшра.

Тăванпа ĕçлĕ калаçăва вĕçленĕ май, “кил хушшинче пăсара пурăннине сисмен-и?” тесе ыйтса пăхрăм.

— Çук, унашкал чĕр чун пулас çук манăн кил-çурт таврашĕнче, — татса хучĕ хайхи.

— Чăхсем çухалнине те сисмен-и? — малалла тĕпчерĕм ăна.

— Хĕле кĕрсен икĕ чăх çухалчĕç-ха, вĕсене кÿршĕ тирпейлерĕ пулас, — пулчĕ хурав.

Эпĕ унăн кÿрши мар пулин те, чĕрене çурсах ячĕç тăванăн сăмахĕсем. Чăхсем çухалнăшăн та кÿршĕ айăплă иккен. Акă ăçта вăл кÿршĕпе хирĕçмелли сăлтав.

— Тухса пăхар-ха, тен, пăсара çулĕ çине ÿкĕпĕр, — терĕм кил хуçине.

Сарайĕнче пĕр пиллĕк çултан кая мар упранакан çурса хунă вут шаршанĕ. Сăнасарах пăхрăм та пĕр вырăнта пăсара тухса çÿресе вут пуленккин кĕтессине якатса янине куртăм. Йĕке хÿре капкăнĕ илсе килсе çак вырăна лартса хăвартăм. Тепĕр ир валли пăсара капкăна çакланнă та. Кун пек тĕслĕхсем манăн пурнăçра темиçе хут та пулнă.

Пăсара çинçе те вăрăм чĕр чун. Вăл 29—46 см тăршшĕ пулать. Тĕкне çулталăкра икĕ хут: çуркунне тата кĕркунне тăкать. Çавна май çулла вăл хурарах тĕслĕ курăнать, хĕлле шурă мамăк тĕксем тухнăран — хура-хăмăр тĕслĕ. Пĕсехипе хырăм айĕ — шурăрах-хăмăр. Тути тавралла — шурă кăшăл. Тĕкĕ йăлтăртатса кăна тăрать. Вăл вăрмансенче çатрака куписем айĕнче, тунката хăвăлĕсенче, уй-хирсенче улмурисем ăшĕнче, ялсенче çын пырса тĕкĕнмен хÿтлĕхсенче йăва çавăрса пурăнать. Çулталăкра пĕрре — çуркунне çăвăрлать. Çурисен хисепĕ тĕпрен илсен 4—6, тепĕр чухне 12 çура таранах пулма пултарать. Çурисем тепĕр çулталăкран тин йыш хушма тытăнаççĕ.

Пăсара — çăткăн чĕр чун. Унăн тĕп апачĕ кăшлакан пĕчĕк чĕр чунсем, шапасемпе калтасем, вĕçен кайăксем. Шăшисене тытса вăл хуçалăхра ырă ĕç тăвать. Çавăн пекех пăсарапа йĕке хÿре пĕр çурт таврашĕнче пурăнма пултараймаççĕ имĕш. Пăсара йĕке хÿресене кушакран та ăста тытать. Кĕлетки çинçе пулнă май, вăл йĕке хÿре шăтăкĕсене çăмăллăнах кĕрсе тухать.

Апат çитмен чухне вăл — чĕпĕсем, хĕллехи вăхăтра чăхсем çине те куç хывать. Чăх йăвинчи çăмартасене те тиркесе тăмасть. Меллĕ самантпа усă курса, нумай кунлăх апат хатĕрлесе хурать. Çапах та пăсарана кил-çурт тăшманĕн шутне кĕртме кирлĕ мар. Хуçасăр, тимсĕр хуçалăхра кăна пăсаран сăтăрла ĕçне ытларах курма пулать.

Пăсара хăй пурăнакан, çăвăрласа чĕпписене çитĕнтерекен хуçалăха сăтăр тумасть текенсем пур. Ку — тĕрĕс мар ăнлану.

Виçĕ çул каялла тĕп салари пĕр хуçалăх пăсара мăшкăлĕ пулса ывăннă. Чăх йăвинчен çăмарта та илсе курайман вĕсем. Пăсаран икĕ çурине капкăнпа тытнă хыççăн тин çак кайăк пуслăхĕпех урăх вырăна куçрĕ. Çакна та палăртмалла: пăсара алла хăвăрт хăнăхать.

Хĕллехи вăхăтра килти хуçалăхра çак кайăк пурăннине юр çине хăварнă йĕр тăрăх пĕлмелле. Кушак малти урипе кайри ури пуснă вырăна пусать пулсан, пăсара, кĕлетки вăрăммине пула, кайри урине малти ури пуснă вырăна лартаймасть, е йĕр иккĕллĕ пулса юлать.

Маларахри çулсенче пăсара тирне питех те хакланă. Çавна пула çуллахи вăхăтра ăна тытма чарнă. Халĕ ун пек чару çук. Паянхи кун çак кайăкăн илемлĕ те ăшă мамăк тирне туянакана тупма та йывăр. Анчах та шанас килет, ку вăл вăхăтлăха кăна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика