01 августа 2008 г.
Аслăрах ăру çыннисем каланă тăрăх, Трак ен çĕрĕ çинче те авалрах çил арманĕсем темиçе те пулнă. Япăх мар ĕçленĕ вĕсем, хресчене кăпăшка та техĕмлĕ çăкăр пĕçерсе кăларма çăнăхпа тивĕçтернĕ. Красноармейски ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Л. Н. Николаев, акă, вĕсем Тури Типçырма, Супар енче пулнине астăвать. Çил арманĕсене çил çулĕ çине лартма тăрăшнă. Малтанласа вĕсем уйрăм çын аллинче пулнă. Ку ыйтупах район центрĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕпе М. П. Прохоровпа та канашларăм. Вăл каланă тăрăх, çил арманĕсем Янмурçинпа Çĕньял Шетмĕ тăрăхĕсенче те пулнă. Михаил Прохорович шыв тата çил арманĕсем пирки республикăри “Ялав” журналта та 2004 çулта статья пичетлесе кăларнă-мĕн.Техника прогресĕ малалла утăмланă май, вĕсен шăпи те “синкерлĕ” килчĕ. Çук ĕнтĕ халĕ çил арманĕсем, пĕр тикĕс сасă парса çăнăх авăртмаççĕ.
Тĕрĕс мартарах каларăм пулас-ха. Пур-ха хамăр тăрăхра пĕрре — Вăрманкас Алманч ялĕ çывăхĕнчи уйра вырнаçнăскер вăл. Кивĕскерпе, юхăннăскерпе вуншар çул хушши ĕнтĕ усă курмаççĕ. “Историн хăйне евĕр палăкĕ” çумăр-юрпа çав-çавах çĕршĕнет, вичкĕн çилпе унчченхиллех тайăлать. Тата мĕн кĕтет-ши сана, çил арманĕ?