29 июля 2008 г.
Акă çу кунĕсен ырлăхĕ те çитрĕ. Темĕн тĕрлĕ улма-çырла, пахча çимĕç, тĕрлĕ ÿсен-тăран куçсене илĕртсе йăмăхтараççĕ, хăйсене астивсе пăхма чĕнеççĕ. Пĕви, юхан шывĕ, вăрманĕ, таврари илемлĕ вырăнсем хăйсем патне магнит пек туртаççĕ. Анчах та çак ырлăхпа пĕлсе усă курмалла, унсăрăн шар курма та пулĕ. Уйрăмах çулла вар-хырăм тата шĕвĕрĕлчен чирĕсене ертес хăрушлăх пур. Çын организмне вар-хырăм урлă лексе, çак “тăшмансем” аталанса пырса, нерв тытăмне, пĕвере, ÿпкене тата ытти органсене те амантаççĕ, этем сывлăхне самаях хавшатаççĕ. Чирлĕ çын е выльăх хырăмĕнче пурăнакан шĕвĕрĕлчен тавралăха хăйĕн “çăмартисене” кăларса тăрать. Таса мар шыв, тăпрапа вараланнă пахча çимĕç е улма-çырла урлă çав чир сывă çынна лекме пултарать. Йытă-кушак çÿрекен вырăнта вырнаçнă хăйăр куписем те унта вылякан пĕчĕк ачасене чир ертме пултараççĕ.
Мĕнле сыхланмалла-ха ку чирсенчен? Чи кирли — гигиенăна пăхăнни. Апат çиес умĕн яланах алă çăвасси пĕрремĕш вырăнта пулмалла, мĕншĕн тесен таса мар алăпа эпир “тăшмансене” хамăр алăпах хамăр хырăма çитме пулăшатпăр. Алăсене ăшă шывпа тата супăньпе çуса, вĕри сывлăшпа е пĕрре усă курмалли хут алшăллипе типĕтни аван. Çĕрпе е выльăх пăхса вараланнă алăсене супăньпе 2 хут çума тăрăшасчĕ. Таса мар шывпа усă курни сиенлĕ. Улма-çырлапа пахча çимĕçе çуса тасатнă хыççăн тин çиме юрать. Уйрăмах вĕсене сутăн илнĕ чух çирĕп пăхăнмалла. Пĕчĕк ачасене пули-пулми япаласене çăвара хыпма пăрахтармалла, выляса кĕнĕ хыççăн аллисене çума вĕрентмелле. Çулталăкне икĕ хут шĕвĕрĕлчен чирĕсенчен профилактика тумалла.