29 июля 2008 г.
Район чемпионатĕнчи 5-мĕш тур “Спарта” пĕрремĕш çĕнтерÿ тунипе паллă пулса юлчĕ. Хальхинче ку команда “Факела” 2:1 шутпа парăнтарма пултарчĕ. Ытти вăйăсем çапла вĕçленнĕ: “Союз” — “Исаково” 3:2, “Вольник” — “ХХI век” 3:0.
6-мĕш тур кăтартăвĕсем: “Союз” — “Пикшики” 1:3, “Исаково” — “Факел” 9:1, “Вольник” — “Спарта” 7:0.
7-мĕш турти вăйăсем çакăн пек вĕçленнĕ: “Исаково” — “Вольник” 1:2 , “Пикшики” — “Факел” 3:2, “Спарта” — “ХХI век” 0:0 .
Çапла вара пĕрремĕш çаврăм хыççăн “Вольникпе” “Пикшики”, 13-шер очко пухса, лидерсем пулса тăчĕç. “Союз” 12 очкопа — виççĕмĕш вырăнта. Бомбардирсен ăмăртăвĕнче, 13 мечĕк тапса кĕртсе, Денис Тян ("Вольник") малта пырать.
Районти футбол федерацийĕ Слава Филиппов (“Союз”) — пĕрремĕш çаврăмри чи лайăх вăйăçă, Денис Тян (“Вольник”) чи лайăх тапăнса вылякан тесе йышăнчĕ.
Кунпа пĕрлех уйрăм футболистсем хăйсене вăйă вăхăтĕнче тытма пĕлменни çинчен асилтерчĕ. Çавăн пекех хăнасене йышăнакан командăн футбол анине вăйă валли лайăх хатĕрлемеллине (ана çинчи курăка вăхăтăн-вăхăтăн çулса тăмалла, линисене туса тухмалла, унта ĕнесене кĕртсе варалаттармалла мар) çине кăтартса хăварчĕ.