29 июля 2008 г.
2008 çулхи майăн 10-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи 1696 гражданинĕпе гражданлăх илмен 119 çын 1974 çулхи СССР гражданинĕн паспорчĕпе усă кураççĕ. Хăй кам пулнине ĕнентерекен çакнашкал кивĕ документа пирĕн районти 31 çын халĕ те улăштарман-ха.
Раççей Федерацийĕн правительстви кун пек паспортсем 2009 çултан пуçласа юрăхсăр тесе йышăну кăларать. Унашкал документсен хуçисене РФ КоАПĕн 19.15 статйин пĕрремĕш пайĕпе явап тыттарма пуçлаççĕ. Штраф виçи — 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран. Çавăнпа та кивĕ паспортпа пурăнакансен Раççейĕн Чăваш Республикинчи УФМСĕн Красноармейски районĕнчи территори пунктне, ăна улăштарма ыйтса, 1 П формăллă заявлени çырмалла. Кунпа пĕрлех РФ Перекет банкĕн Красноармейскинчи хушма офисне 100 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлемелле, 35х45 мм калăпăшпа хура-шурă е тĕслĕ 3 сăн ÿкерчĕк тутармалла, çурални çинчен çирĕплетекен свидетельство тата кивĕ паспорта илсе пырса памалла. Çывăх вăхăтрах кивĕ, 1974 çулхи СССР паспортне улăштарма ыйтакансене административлă майпа явап тыттармаççĕ.