29 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче, шăмат кун, Санькассинче ял уявĕ иртрĕ.
Ăна хатĕрленсе, комисси членĕсем ятарлă программăпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ĕçсем йĕркелерĕç.
Уяв 12 сехетре пуçланчĕ. Малтанах спорта юратакансем “Санькасси — Пĕрремĕш Çĕньял” автоçул çинче чупса тупăшрĕç. Арçынсенчен — Евгений Мефодьев, Алексей Никифоров, Роберт Ильин, хĕрарăмсенчен — Ирина Фомина, Эльвира Николаева, ачасенчен Николай Михайлов, Рома Тимофеев, Рома Фомин, Кристина Петрова, Дария Афанасьева, Ларисăпа Светлана Макаровасем малти вырăнсене йышăнчĕç, Владимир Афанасьев спонсорăн парнисене тивĕçрĕç.
Хĕрарăмсемпе арçынсем вĕрен туртассипе те ăмăртрĕç.
Тимофеевсен çемйи вара концерт кăтартрĕ.
Ял çыннисем те, хуларан килнисем те сĕтел хушшине пĕрле вырнаçса, шăкăл-шăкăл калаçрĕç, кăмăлĕсене çĕклерĕç. Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацийĕнчен уява Галина Дмитриевапа Ольга Афанасьева хутшăнчĕç. Пĕрле çапла савăнни санькассисем хушшинчи туслăха татах та çирĕплетрĕ.