АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, учительсем!

29 июля 2008 г.

 

Кашни çыннăн пурнăçĕнчех шкул пысăк вырăн йышăнать. Шкул — иккĕмĕш кил. Кунта ачалăх иртет, пĕрремĕш туйăмсем çуралаççĕ хĕрсемпе каччăсем хавхаланупа ÿкĕнĕве, телейпе хуйхăна тутанса кураççĕ. Иртĕç кунсем, çулсем, анчах нихăçан та манăçа тухаймĕç тăван шкул, тус-тантăшсем тата юратнă учительсем.

…Манăн пĕрремĕш учитель Наталия Николаевна Лукина пулнă. Вăл маншăн учитель кăна мар, манăн класс ертÿçи те, анне те, хĕвел çути те, телейĕм те. Вăлах мана пурнăç парнеленĕ, çут тĕнче кăтартнă, ура çине тăма пулăшнă. Хаклă çыннăм пулăшнипех çырма, вулама, шутлама вĕреннĕ. Унăн кашни урокĕ чĕремре. Манăн унпа вĕренес туйăм çуралсах пынă, вăл хăйĕн тĕпренчĕкне малалла ăнтăлма шантарсах тăнă. Каçсерен мĕн чухлĕ кĕнеке вуласа паман-ши мана пĕчĕк чух. Мĕн чухлĕ сăвăсем вĕреннĕ, интереслĕ ÿкерчĕксем тунă эпир унпа. Мĕн тăваттăмччĕ-ши эпĕ сирĕн юратусăр, пулăшусăр? Манăн кашни ÿсĕмпе савăннă, хурлăхпа хурланнă Наталия Николаевна. Тав сире эсир пурришĕн, мĕн пĕчĕкрен пулăшса пынишĕн, вĕрентнишĕн. Сирĕн ĕçĕре, сирĕн сăнара, сирĕн çепĕç сассăра, сирĕн вĕрентĕве эпĕ ĕмĕр асăмра тытăп. Тав сана, аннем. Тав!

Пуçламăш класс хыççăн манăн класс ертÿçи Светлана Григорьевна Иванова пулчĕ. Вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Малтанах тăван литература патне чун туртăнмастчĕ, анчах та вăл манăн чĕремре кăвар чĕртме пултарчĕ, сăвăсемпе калавсем, очерксем çырас еннелле ыткăна пуçларăм. Чăваш чĕлхине юратма, упрама, тĕрĕс калаçма, шăрçалама вĕрентрĕ. Халĕ вара алла ручкăпа кăранташ, хут илмесĕр пурăнаймастăп, çырма чĕрем хушать. Манăн ал çырăвĕсенчи çитменлĕхсене, йăнăшсене çийĕнчех тÿрлетсе пынишĕн пуç тайма ирĕк парсамăр. Тав сире ăнланнишĕн, пулăшнишĕн, ырă канашсем панишĕн. Манăн чунра эсир, Светлана Григорьевна, ырă вăрлăх хăварнă. Эсир вĕрентнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Тав сире пур кăмăлтан.

Тепĕр вĕрентекенĕм çинчен çырмасăр чăтаймастăп. Вăл Зоя Николаевна Антонова, биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен. З. Антонова пулăшнипе тăван тавралăха сăнама хăнăхрăм, çут çанталăка юратма, пулăшма вĕренсе çитрĕм. Халĕ ĕнтĕ кашни йывăçа, тĕмĕне, курăка, хурт-кăпшанкăна пĕлсе çитрĕм. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса калаçни — телей. Хама эпĕ нихăçан та тымарсăр йывăç пек туймастăп, мĕншĕн тесен çумра яланах шанчăклă тус — çут çанталăк. Зоя Николаевна пулăшнипех тĕрлĕ-тĕрлĕ формулăсене пĕлекен пултăм, хими предмечĕпе туслашсах кайрăм.

Венера Петровна Иванована тав сăмахĕ калассăм килет. Аса илсемĕр, мĕн чухлĕ эпир эсир пулăшнипе ăслăлăхпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçи пулса тăман пулĕ, тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Кашни çулах шкул лесничествисен республикăри слетĕнче хамăрăн пултарулăха кăтартма пултарнă. Пирĕншĕн сахал мар куляннă та, савăннă та пулĕ эсир. Тав сире вăрманпа паллаштарнишĕн, унăн вăрттăнлăхĕсене сăнама, йывăç-курăкпа алла-аллăн утма вĕрентнишĕн.

Ытарайми çыннăмăрсем, асран кайми Чатукасси шкулĕн учителĕсем! Эсир пурри — телей! Тав сире ура çине тăма пулăшнишĕн, пурнăç мĕнне туйма вĕрентнишĕн. Сирĕн ĕçĕре çĕр кăмрăкĕ кăлараканпа, хурçă шăратаканпа танлаштарас килет манăн. Тен, йывăртарах та пулĕ… Пурнăçра тулли ăраскал, çирĕп сывлăх сунатăп, вăрăм ĕмĕр пиллетĕп сире. Чуна парса вĕрентнишĕн, анне пекех юратнишĕн тайма пуç сире, учительсем, тавта пуç!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика