АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форверцсем юратупа килĕшÿре 55 çул пурăнаççĕ

29 июля 2008 г.

 

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Форверцсем изумруд туя кĕтсе илчĕç.

Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе вĕсене халалласа хатĕрленĕ савăнăçлă мероприятие Яманакри тĕслĕх библиотекăра йĕркелерĕç. “Юратăва хаклама пĕлĕр, çулсем иртнĕ май пушшех те” тени ун тăршшĕпех палăрса тăчĕ.

Кронид Тимофеевичпа Анфиса Артемьевна, палăртас пулать, пĕр ялсем, пĕр-пĕрне пĕчĕкрен пĕлнĕ. Шкул çулĕсенче концертсене пĕрле хутшăннă. Ун чухнех-и, тен, вĕсен пĕрремĕш туйăмĕсем çуралнă. Шăписем çăмăл килмен. Анфиса, 7 класран “пиллĕк” паллăсемпе çеç вĕренсе тухсан та, малалла вĕренме каяйман. Укçи-тенки тивĕçмен, ашшĕне репрессилесен, пушшех те. Ĕç биографине вăл тăван колхозра пуçланă. Каярахпа ăна шăпа Мускав çывăхĕнчи Калуга ТЭЦне тунă çĕре те, Красноармейскинчи кирпĕч заводне те, Шупашкарти агрегат заводне те илсе çитернĕ.

Кронид Тимофеевичăн пурнăç çулĕ те интереслĕ килсе тухнă. Çĕрпÿри педучилище хыççăн вăл Элĕк районĕнчи Мартынкассинчи, унтан хамăр районти Кушкăри шкулсенче ĕçленĕ. 13 çул парти райкомĕнче вăй хунă хыççăн вара тăван Яманак шкулне таврăннă. Çулĕ Мускав урлă иртнĕ чухне юратнă çыннине, такам туртса илесрен шикленсе-ши, пĕрлешме сĕннĕ. Вĕсемшĕн Мендельсон маршĕ Мускав облаçĕнчи Ленин районĕнчи Черемушки поселок канашĕнче янăранă.

Юбилярсем палăртнă тăрăх, вĕсен пурнăçĕнче хури те, шурри те пулнă. Йывăрлăхсене пĕр-пĕрне ăнланни, юратни, хисеплени чăтса ирттерме пулăшнă. 55 çул каяллахи евĕрех, вĕсен сăн-пичĕ юратнă çын юнашар пулнăран паян та савăнăçпа çиçет. Туйăмĕсем те çулсем иртнĕçемĕн сĕвĕрĕлмен, паян та вĕсем пĕр-пĕрне хыттăн юратни çинчен калаççĕ. Тата юратупа килĕшÿре вĕсем 6 ача çитĕнтернĕ. Халĕ Форверцсен телейне 11 мăнукпа вĕсен 7 ачи ÿсеççĕ.

Ял-йышра та хисеплеççĕ ку çемьене. Изумруд туй ячĕпе Анфиса Артемьевнăпа Кронид Тимофеевича çак кун Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева, “Красное Сормово” ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп бухгалтерĕ Р. М. Григорьева, хуçалăхри ветерансен канашĕн председателĕ И. Я. Соловьев, ветеринари врачĕ Г. П. Дмитриева, тĕслĕх библиотека заведующийĕ А. Г. Моисеева, Кĕçĕн Шетмĕри вăтам шкул учительници Т. А. Викторова, медпункт заведующийĕ А. А. Иванова, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç. Районти ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова вара вĕсене район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн Тав çырăвне пачĕ, 55 çул каяллахи евĕрех, изумруд туя çирĕплетни çинчен калакан актра алă пусма сĕнчĕ. Савăнăçлă ку мероприятире Форверцсене нумай парне-чечек кÿчĕç, вĕсен ячĕпе чун-чĕрене тыткăнлакан юрăсем янăрарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика