АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр: “Чесла” пĕрлешÿ

29 июля 2008 г.

 

Тулли мар яваплă “Чесла” пĕрлешĕве 2005 çулхи июль уйăхĕнче туса хунă. Пĕрлешÿ пустав тата поливинилхлорин (ПВХ) атă-пушмак туса кăларас енĕпе ĕçлет. Çулталăкра 200 пин мăшăр пустав атă-пушмак, арçынсемпе хĕрарăмсем тата ачасем валли 600 пин мăшăр ПВХ атăсем туса кăларать.“Чеслăра” — виçĕ участок. Пĕринче çĕвĕ ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, иккĕмĕшĕнче пустав атă-пушмакăн тĕпне шăратса çыпăçтараççĕ, виççĕмĕшĕнче ПВХ атăсем кăлараççĕ. Асăннă пĕрлешÿре 150 яхăн çын вăй хурать. Вĕсенчен çурри ытла ĕçе — çывăхри ялсенчен, ыттисем аякри ялсенчен çÿреççĕ.

Ĕçе — предприяти микроавтобусĕпе

Ял хапхи патнелле иккĕн таплаттарса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри ялтан тухать, тепри, çурăм хыçне каялла-маялла туса сумкăсем çакнăскер, таçтан аякран килет пулас, аллисем те пушă мар унăн. Хайхискерсем хапхара тĕл пулчĕç.

— Салам, Галина, ăçталла çул тытатăн капла?— сăмах хушрĕ йывăр тиенни. Пĕр-пĕрне паллаççĕ пулас вĕсем.

— Сывлăх пултăр. Ой-й, Ма-а-ша, сана курманни чылай пулать, — тесе хĕр-тантăшне çупăрласа илчĕ Галина. Унтан ăна хăй “Чесла” пĕрлешĕве ĕçе васкани çинчен пĕлтерчĕ.

— Кам пулса ĕçлетĕн вара эсĕ унта?

— Çĕвĕçĕре, тусăм, — хуравларĕ Галина.

— Манăн вара каллех ĕç шырама тивет… — ÿпкелешрĕ Маша. Унăн, темиçе çул каялла аякка ĕçлеме тухса кайнăскерĕн, тĕрлĕ сăлтавсене пула, тăван тăрăха каялла таврăнма лекни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл.

— Галина, Сирĕн пĕрлешÿ ăçта вырнаçнă вара?

— Красноармейскинче. Унчченхи районти юсавпа техника предприятийĕнче. Хайхи унăн мастерскойĕсенче…

— Сирĕн патăрта ĕç вăйĕ кирлĕ мар-и?

— Кирлĕ. Çĕвĕçсем, слесарь-наладчиксем, контролер-упаковщиксем, раскройщицăсем, ПВХ атă кăларакансем (литейщики обуви ПВХ), шăратса çыпăçтаракан машина наладчикĕсем (наладчики литьевых машин) çитмеççĕ тесе калаçатчĕç пÿрлешÿ ертÿçисем.

— Манăн ун пек специальноçсем çук та, Сирĕн пата ĕçе вырнаçасси пулмасть ĕнтĕ... — пăшăрханчăклăн пĕлтерчĕ Маша.

— Ой, нимĕн те кулянма кирлĕ мар, тусăм. Пирĕн патра çав специальноçсене вырăнтах вĕрентеççĕ. Çитменнине вĕреннĕ хушăра ученически укçине те (стипенди) тÿлесе тăраççĕ.

— Ĕç укçи вара мĕнлерех ларать?

— Плансене тултарса пырсан, ĕç укçи япăх мар ларать. Сăмахран, ахаль çĕвĕ операцине пурнăçлакансем (стачивание заднего шва) уйăхне — 8300, кăткăсрах ĕç тăвакансем, тĕслĕхрен, стелькăсем çĕлесе лартакансем (стачивание стелек)— 12 пин, атă-пушмак тĕпне шăратса çыпăçтаракансем 14 пин тенкĕ таран ĕçлесе илеççĕ.

— Ой, мĕнле хытă суеçтеретĕн эсĕ, Галина !?

— Ара, мана ĕненместĕн пулсан, Маша, пирĕн пата пырса ĕçлесе пăх, вара хăв куçупа курса ĕненĕн. Ку çеç те мар, ĕç условийĕсем те лайăх пирĕн. Цехсенче çутă та таса. Апат илсе пырса çитереççĕ. Блюдисем хаклă мар. Апатланмалли ятарлă пÿлĕм туса панă. Кашни кун валли меню çырса хатĕрленĕ. Пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе ĕçлесе пурăнатпăр эпир, ăмăртса ĕçлетпĕр. Ертÿçĕсем те вашават та сăпайлă, кăмăллăн сывлăх сунаççĕ. Çавăн пек лайăх лару-тăру коллектива ĕçре ÿсĕмсем тума май парать те. Аякри ялсенче пурăнакансене ĕçе “Газель” микроавтобуспа илсе каяççĕ, ĕç хыççăн киле леçсе яраççĕ тата ытти те. Ну, хальлĕхе çитĕ, ĕç хыççăн тепре курса калаçăпăр, халĕ вара манăн ĕçе васкамалла. Авă, “Газель” илме килчĕ те…— çапла каласа, Галина микроавтобус çине ларма васкарĕ. Çакнашкал калаçăва эпĕ Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче командировкăра пулсан илтрĕм. Мана ку хĕрарăмсен калаçăвĕ интереслентерсе ячĕ. Çавăнпа та пуçра “Чесла” пĕрлешĕве çийĕнчех çитсе килес шухăш çуралчĕ.

Пĕрлешÿ участокĕсенче

Асăннă пĕрлешĕве çын хуйхи-суйхине чунĕпе туйса ăнланакан тата йывăр вăхăтра яланах пулăшма васкакан, ĕçе лайăх йĕркелеме пултаракан çынсем ертсе пыраççĕ.

Кунта вăр-вар лекме хĕн, паллах. Цехсене кĕрсе çÿреме пĕрлешÿ администрацийĕнчен ирĕк илмелле, çавăн чухне çеç сана контрольлĕ постран ирттерсе яраççĕ.

Пустав атăсем кăларас ĕç дублировочнăй цехра пуçланать. Кунта ятарлă станокпа пуставпа искусственнăй тире ПВА çилĕмпе çыпăçтарса пĕрлештереççĕ, кăмакара типĕтеççĕ. Çапла хатĕрленĕ матери раскрой цехне пырать. Унта ятарлă станоксем пулăшнипе атă кунчипе ытти пайĕсене касса кăлараççĕ. Ку тĕлĕшпе пиллĕкĕн вăй хураççĕ. Асăннă цех мастерĕ Л. Платонова хăйĕн ĕçченĕсемпе питĕ кăмăллă. Уйрăмах Р. Ефремова пирки ăшшăн калаçрĕ вăл. Раиса Александровна кунта асăннă цеха йĕркеленĕ кунран пуçласах вăй хурать-мĕн: ун урайĕсене линолиум сарма, станоксене вырнаçтарма хутшăннă. Вăл хăй — Пулайкассисем иккен.

— Администраци пире лайăх пăхать. Мăн Шетмĕ, Чатукасси, Супар, Упи енчен ĕçлеме çÿрекенсене пĕрлешÿ автобусĕпе илсе çÿреççĕ. Кунсăр пуçне, хамăр билет туянсан ĕнтĕ, пĕрлешÿ дирекцийĕ Шупашкарти концертсене хăй транспорчĕпе тÿлевсĕрех илсе кайса килет. Тата хамăр ĕçченсен сывмартарах ачисене санаторире сипленме икĕ хутчен тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтерчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Любовь Юрьевна. — Пирĕн патра Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров та пулнă. Николай Васильевич пули-пульми предприятисене курса çÿрес çук… Тĕл пулу вăхăтĕнче вăл пирĕн ĕçе лайăх хак пачĕ. Юлашкинчен, асăнмалăх пултăр тесе, унпа пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр.

Çапла пулмасăр. “Чесла” пĕрлешÿ районти чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Вăл район бюджетне сахал мар укçа хывать.

Раскрой цехĕнчен атă кунчисемпе ытти пайсене çĕвĕ цехне илсе каяççĕ. Унта виçĕ бригада ĕçлет. Кашнинчех — 10-шар çĕвĕçĕ, вĕсенчен кашни пĕрер операци пурнăçлать. Çĕвĕ цехĕнче çĕвĕ машинисен пĕр тикĕс кĕрлевĕ тăрать. Çĕвĕçĕсем хĕрÿ ĕçре. Кашниех хăй патне çитернĕ задание вăхăтра пурнăçлассишĕн çунать мар-и? Ара, ĕç укçи çавăнтан килет та-ха.

Çĕвĕ цехĕнче Ирина Анатольевна Андреевапа Вера Ивановна Григорьева, Ирина Николаевна Варламовапа Людмила Александровна Петрова çĕвĕçĕ-ветерансен ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Пысăк шанăç паракан Наталия Владимировна Романовапа Галина Валентиновна Филиппова, Светлана Леонидовна Степанова çамрăксем те пуян опыт пухнă ĕçченсенчен ÿксе юлмаççĕ, вĕсен ури кĕллисем çине пуссах пыраççĕ.

Çĕвĕçĕ ĕçне Вера Михайловна Филиппова мастер-çĕвĕçĕ вĕрентет. Виçĕ çул хушшинче вăл вуншар хĕр-упраçа асăннă профессие алла илме пулăшнă. Вĕсем хăйсен наставникĕ пирки ырăпа калаçаççĕ.

Çĕвĕçĕсемпе раскройщицăсем тата дублировочнăй цехра вăй хуракансем пĕр сменăпа ĕçлеççĕ.

Пустав атă-пушмак тĕпне шăратса çыпăçтаракан участокра та ĕç вĕресе кăна тăрать. Шăратса çыпăçтармалли машинăна ку вăхăтра Алексей Степанов оператор ĕçлеттеретчĕ.

— Ĕçĕ килĕшет. Сменăра манăн 400—450 мăшăр атă тĕпне шăратса çыпăçтармалла. Плана тултарса пырсан, ĕç укçи япăх мар тухать, Мускава ĕçлеме çÿренинчен лайăхрах ĕнтĕ, — кăмăллăн сăмахлать Алексей Юрьевич.

Литейщик ĕçне вăл кунтах Николай Ивановран вĕреннĕ. Николая хăйне ку профессие илме Олег Каршов пулăшнă-мĕн. Вĕсем ĕç условийĕсемпе, тÿлевпе тата ыттипе кăмăллă. Çапла, лайăх ĕçлесе илес тата пурăнас текенсем Мускава е Чулхулана кайса нушаланмасăрах, хамăр районти “Чесла” предприятирех укçа тивĕçлипе ĕçлесе илме пултараççĕ.

А. Степановпа Н. Иванов тĕпне шăратса çыпăçтарнă пустав атăсене Надежда Терентьева контролер-упаковщик пахалласа размерсем тăрăх курупкасене вырнаçтарса тухать. Çакăнта ăна Эльвира Анисимова стажер (вĕренекен) пулăшса пырать. Вĕсен ĕçĕ çав тери яваплă.

— Эпĕ темиçе уйăх çеç ĕçлетĕп-ха, — пĕлтерет Надежда Юрьевна. — Унччен кунта контролер профессине илсен, икĕ çул çакăнтах вăй хунăччĕ. Унтан пĕр хушă Шупашкарти “Энергозапчасть” заводра ĕçлесе пăхрăм. Хулара пурнăç чылай хаклăрах, укçи тивĕçсе пымасть. Çавăнпа каялла малтанхи ĕçе таврăнтăм. “Чеслăра” ĕçлеме чылай лайăхрах…

Виççĕмĕш участокра пустав атă-пушмаксен тĕпĕсене хатĕрлеççĕ тата ачасемпе хĕрарăмсен, арçынсен ПВХ аттисене туса кăлараççĕ. Унта вăй хуракансенчен чылайăшĕ çакăнта вĕренсех алла специальность илнĕ. Халĕ “Чесла” вĕсемшĕн тăван пĕрлешÿ пулса тăнă. Вĕсем унпа мăнаçланаççĕ. Кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсем япăх тесе калама чĕлхе çаврăнмасть: ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, ĕç тумтирĕсене хывса тăхăнмалли ятарлă пÿлĕм, смена хыççăн çăвăнса тасалма душевойсем, апатланмалли вырăн пур. Ĕçе виçĕ сменăпа йĕркеленĕ май, кирек хăш вăхăтра та вĕри чей, кофе ĕçме пулать тата ытти те.

— Эпĕ ку пĕрлешĕве 3 çул каялла килнĕ. Хам Красноармейскисемех. Александр Васильевпа пĕрле пустав атă-пушмакăн тĕпне шăратса çыпăçтарма вĕрентĕмĕр. Вăл та, эпĕ те паянхи кун кунтах ĕçлетпĕр. Ĕçĕ пирĕн виçĕ сменăллă, улшăнакан графикпе ĕçлесе пыратпăр, — хăй ĕçĕпе кăмăллине пытармасть шăратса çыпăçтаракан машина операторĕ Денис Петрович Степанов.

Шăратса çыпăçтаракан участокри Михаил Яковлевич Осипов, Виталий Андреевич Егоров, Александр Анатольевич Осипов ветерансем коллективра уйрăм хисепре. Кунта çавăн пекех Вячеслав Вениаминович Степановпа Александр Евгеньевич Федоров, Александр Анатольевич Захаровпа Владимир Геннадьевич Николаев, Дмитрий Федорович Платонов ĕçченсен ĕçри ÿсĕмĕсемпе пурте мăнаçланаççĕ. Евгений Геннадьевич Герасимовпа Денис Викторович Каширских çамрăксем хăйсене лайăх енчен кăтартма тăрăшни савăнтарать.

“Чесла” пĕрлешÿре харпăр хăйĕн пушă вăхăтне усăллă ирттерме май пур. Спортпа интересленекенсем валли районти Спорт çуртне арендăна илеççĕ. Кунта вĕсем хĕл кунĕсенче волейболла выляççĕ. Футбол вăййине кăмăллакансем çывăхри ялсене тухса çÿресе юлташла тĕл пулусем ирттереççĕ тата ытти те.

Асăннă пĕрлешÿ кунта вăй хума кăмăллакансене хăйĕн йышне йышăнма яланах хатĕр: килĕр, ĕçлĕр, куншăн сирĕн ÿкĕнмелле пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика