29 июля 2008 г.
Июлĕн 23-мĕшĕнче пирĕн районта "Чăвашпотребсоюзăн" хатĕрлев тытăмĕнче вăйхуракансен республикăри семинар-канашлăвĕ иртрĕ.
Семинар-канашлу райпон Красноармейскинчи сĕт йышăнакан пунктĕнче (вăл кафе çурчĕн аялти хутĕнче вырнаçнă) пуçланчĕ. Ăна “Чăвашпотребсоюз” председателĕн хатĕрлев енĕпе ĕçлекен çумĕ Н. Наумова уçрĕ, райпо канашĕн пуçлăхне А. Дмитриевана сăмах пачĕ.
Альбина Ильинична хатĕрлев ĕçĕ çирĕм енне яхăнах пĕрлештернине, çакăнта кашнинех хăйне валли хăшне те пулин кирлине, услам кÿрекеннине суйласа илмеллине палăртрĕ.
— Эпир ку тĕлĕшпе районта сĕтпе, эмел курăкĕсемпе, тырăпа, çĕр улмипе, тир чĕр таварĕпе ĕçлессине суйласа илнĕ, — пĕлтерчĕ вăл.
Тĕпрен илсен, семинар-канашлура красноармейскисем çак енсемпе хăйсем мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç те. Калаçу малтан сĕт сутăн илесси çинчен пычĕ.
— Ку сĕт йышăнакан пунктра малтан пушă пÿлĕм кăна пулнă. Шупашкар хулинчи сĕт завочĕ сĕт сивĕтмелли хатĕр лартрĕ. Вăл çителĕксĕр пулчĕ. Çĕмĕрлери “Молочное дело” урлă сĕт сивĕтмелли тепĕр хатĕр туянтăмăр. Халĕ эпир сĕте унта яратпăр, çĕмĕрлесем сĕтшĕн вăхăтра укçапа татăлаççĕ. 16 пин çынлă Красноармейски районĕнче паян 20 уйрăм çынна яхăн (предприниматель) сĕт пуçтарать. Райпо тытăмĕнчи 49 ялти магазинран 46-шĕ сĕт пуçтарать, çакăншăн куллен 5 автомашина (сĕт турттараканни 2, цистерна лартнă автолавкăсем) çула тухать. Кăçалхи çур çулта 820 тоннăна яхăн сĕт пухнă — тăсрĕ сăмахне Альбина Ильинична. — Сутуçăсемпе тимлĕн ĕçлетпĕр. Пухнă кашни литр сĕт пуçне 20 пус хушса тÿлетпĕр. Сĕт пухмалли план паратпăр, ăна тултарсан ĕç укçи çумне преми хушăнать (500 тенкĕне яхăн), çапла 3 тĕрлĕ преми илме пултарать сутуçă. Сĕт йышăнакан пунктра В. Кузнецова мастерпа Г. Иванова рабочи тăрăшаççĕ, продукцие лабораторире тишкерсе, пахалăха (тасалăха, çу хисепне, йÿçеклĕхе) палăртаççĕ. Сĕте халăхран кăна, ăна усă тăвас тесе, йышăннă (хуçалăхсем райпона сутмаççĕ).
Райпон хатĕрлев кантурĕн директорĕ С. Соколов каланă тăрăх, сĕт пунктĕнче сивĕтмелли хатĕрсем 3 тата 5 тонна сĕт йышăнаканнисем. Халĕ, çу кунĕсенче, ялсенче каçхи сунă сĕте сивĕтеймеççĕ, çавăнпа ирхи сунă сĕте çеç илеççĕ. Куллен Красноармейски ялĕпе 300—400-шер килограмм сĕт пухăнать (ăна райцентрти райпон “Олимп” магазинĕнче те пухаççĕ), районĕпе вара — 6—7 тонна. Ăна 4 градуса çити сивĕтеççĕ. Кăнтăрла иртсен вăл завода, ытларах чух пĕрремĕш сортпа, ăсанать.
Республикăран пухăннă хатĕрлевçĕсем район центрĕнчи ял хуçалăх продукчĕсем сутакан магазин ĕçĕ-хĕлĕпе те (сутуçи П. Тимофеева) интересленсех паллашрĕç. Кунта лайăххи çакăнта. Тăрăшсан, кивĕ çуртра та (иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче тунăскерех) халăха кирлĕ таварсемпе (аш-какай, тырă тата ытти те) сутă тăвассине йĕркелеме пулать. Магазин çиччĕмĕш çул ĕçлет, уйăхсерен 120—130 пин тенкĕлĕх тавар (вăл шутра 26% тырăпа унăн продукчĕсене, 22% аш-какай) сутать. Ĕне выльăх пуçне, сурăх какайне, салăна çынсем хапăлласа туянаççĕ.
Райпо, унăн хатĕрлев кантурĕ выльăх тирне хатĕрлессипе те республикăра тĕслĕхлĕ, усламлă ĕçлеççĕ. Çакна, Красноармейскинчи хатĕрлев кантурĕн территорийĕнче вырнаçнă цехсенче пулса, хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Ку ĕçе 6 çул каяллах Ю. Ф. Илларионов тăрăшнипе йĕркене кĕртнĕ, çынсем паракан тирсене тасатаççĕ, биркăлаççĕ, типĕтеççĕ. Эпир пулнă чухне те тулта хĕвел çинче çиелтен тăвар сапнă вуншар тир типетчĕ. Тирсене 1,2-мĕш сортсемпе кăна ăсатма тăрăшаççĕ.
Хатĕрлев кантурĕн хăйĕн тырă авăртакан арман (дробилка)пур. Çулталăкра 350—500 тонна таран тырă авăртса кăлараççĕ, çăнăх-кĕрпене район магазинĕсенче сутаççĕ. Ял çыннине çăнăх, выльăх валли пулсан та, ялан кирлĕ.
Аш-какая, тĕпрен илсен, райпопа хатĕрлев кантурĕ хăйсен нушисем (столовăйсем) валли хатĕрлет. Пĕр пайĕ магазин урлă халăха, ыйтнă таран, сутăнать. Выльăх пусмалли вырăн пур (çынсене те пусса параççĕ, çакăншăн выльăх тирне кăна илсе юлаççĕ).
Халĕ эмел курăкĕсем хатĕрлемелли хĕрÿ вăхăт. Ку тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ пирĕн районта, вĕсене пур магазинра та йышăнаççĕ. Семинар-канашлура пулнисем ку ыйтупа Именкасси магазинне çитсе курма май тупрĕç. Вĕсене кунта суту-илÿре 33 çул тăрăшакан Вера Филипповна Михайловапа пĕрле ĕçлекен икĕ çамрăк сутуçă хапăл тусах йышăнчĕç. Магазин кăçалхи çур çулта 2,57 миллион тенкĕлĕх, е пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 43,3 процент ытларах, тавар сутнă. Вăл шутра хатĕрлев çаврăнăшĕ 0,578 миллион тенкĕлĕх (какай — 326, сĕт — 80 138, çĕтĕк — 852, кивĕ хут — 4227, эмел курăкĕсем — 685, çăм 100 кг, шултра тир — 6, пĕчĕк тир 58 штук хатĕрленĕ). Магазинри кашни ĕçченĕн уйăхри вăтам ĕç укçи 8676 тенкĕ пулнă, вăл шутра хатĕрлев ĕçĕнчен 1087 тенкĕ. Сиплĕ курăксене шкул ачисемпе 3 хĕрарăм пухма пулăшаççĕ. Çитмĕлти Елизавета Терентьева вĕсене уйрăмах нумай пухса парать иккен. Ун вырăнне тавар туянать. (Семинар-канашлура тăрăшсан кашни ÿркенмен çын уйăхра 1 тонна таран сиплĕ курăк хатĕрлемешкĕн, çапла вара 25—30 пин тенкĕ ĕçлесе илмешкĕн пултарнине ĕненмелле кăтартса пачĕç, эмел курăкĕсен туянакан хакĕсем пысăк).
Семинарăн канашлу пайĕ райпон хĕрлĕ кĕтесĕнче тăсăлчĕ. Райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева, хатĕрлев кантурĕн директорĕ С. Соколов, “Чăвашпотребсоюзăн” хатĕрлев пайĕн начальникĕ Т. Сонина, председатель çумĕ Н. Наумова, Шупашкарти “Заготсервис” ООО директорĕ Л. Гуина тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Альбина Ильинична пĕлтернĕ тăрăх, райпон 49 магазинĕ çур çулта 92 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çур çулта 63 миллион тенкĕлĕх пулнă) тавар сутнă. Станислав Иванович районти магазинсен 80 проценчĕ тырăпа сутă тунине асăнчĕ. Хатĕрлев кантурĕнче халĕ хатĕрлевçĕн штачĕ çук, унăн ĕçне магазинсем (тата япăх мар!) пурнăçлаççĕ. Часах пахча çимĕç (кишĕр, хĕрлĕ кăшман) хатĕрлеме пуçăнмалла (“Пинер” хуçалăхпа тата фермерсемпе малтанхи килĕшÿ пур). Лидия Васильевна Гуина купăстан голланди, суханăн “холцедон” сорчĕсем хĕл каçипе лайăх упраннине, малашне вĕсене ытларах лартса тумаллине палăртрĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, семинар-канашлура тĕплĕ, усăллă калаçу пулчĕ. Унта хутшăннисем красноармейскисен хатĕрлев ĕçĕнчи опычĕ те ырă тĕслĕх пулса тăнине пĕр кăмăллăн палăртрĕç.