25 июля 2008 г.
Кăçалхи 6 уйăхра Красноармейски районĕнче ерекен тата паразит чирĕсемпе аптранă 1034 тĕслĕхе регистрациленĕ, иртнĕ çул ку кăтарту 1009-па танлашнăччĕ. Çакă асăннă чирсемпе чирлесси 3,42 процент ÿснине пĕлтерет.
Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, ОРВИпе чирлесси — 3,1, гриппа аптăрасси 42,2 процент ÿснĕ. Кăçал çил шатрипе чирленĕ 74 тĕслĕхе регистрациленĕ е ку цифра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 1,6 хут пысăкрах. Иртнĕ 6 уйăхра дифтерипе, хĕрлĕхенпе, хĕрлĕ шатрапа тата эпидеми паротичĕпе чирленĕ пĕр тĕслĕх те регистрацилемен.
Пурнăç условийĕсемпе çыхăннă кĕçĕ чирĕ ернĕ — пĕр, вируслă пĕвер шыççипе чирленĕ (гепатит С) 2 тĕслĕхе регистрациленĕ.
Ултă çынăнне пуçласа туберкулез чирĕ тупса палăртнă. Çапах та унпа чирлесси чакни палăрать.
Паразит чирĕсен 92,3 процентне энтербиоз йышăнать. Кăçалхи 6 уйăхра лямблиозпа чирлĕ пĕр çынна тупса палăртнă.