АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулăх хĕлшĕн тăрăшса

25 июля 2008 г.

 

Июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4350 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çав шутран 1000 тоннине — “Красное Сормовора”. Кунта Яманакри сĕт-çу ферми çывăхĕнче сĕтеклĕ çак апата икĕ траншейăна хывса тултарнă хыççăн, апат хатĕрлекен звено Çирĕклĕри фермăна куçрĕ. Халĕ ир пуçласа каçченех çакăнта ĕç шавĕ тăрать те. А. Матвеев Т-150К тракторпа уйран Николай Федоровпа Александр Карпов Г. Петров водительсем автомашинăсемпе кÿрсе килекен массăна траншея тăрăх салатса тухса пусăрăнтарать.

Александр Никитин люцерна курăкне косилка-плющилкăпа çулса паккуса хурса пырать. Кăшт кушăхнă курăка Юрий Иванов “Полесье” комбайнпа пухса пырса вĕтетсе автомашина кузовĕсене тултарать. Çапла куллен. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл туса парассишĕн пуçарнă кĕрешÿ ку тăрăхра хĕрсех пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика