АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермăсене хĕле хатĕрлемелли ик уйăхлăх

25 июля 2008 г.

 

Выльăх-чĕрлĕх фермисемпе кормоцехсене çитес хĕле хатĕрлес, 2008 — 2009 çулхи хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерме кирлĕ условисем туса хурас тесе район пуçлăхĕ С. Николаев июлĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 21-мĕшĕччен фермăсемпе кормоцехсене хĕле хатĕрлес тата выльăх апачĕ янтăлас тĕлĕшпе ик уйăхлăх ирттересси пирки йышăну кăларнă. Унта выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кăçал районĕпе утă — 4114, сенаж — 5940, силос — 14 038, концентратлă апат 8433 тонна хатĕрлемелли, ял хуçалăх пайĕн, ял хуçалăх предприятийĕсен правленийĕсен выльăх-чĕрлĕх витисене, апат пĕçермелли кухньăсемпе цехсене, вĕсенчи оборудованисемпе механизмсене юсассине, çавăн пекех ферма территорийĕсене тирпей-илем кĕртессине, витесене дезинфекцилесе шуратассине сентябрĕн 21-мĕшĕччен вĕçлемелли, выльăхсен йышне ÿстерес тĕллевпе вырăнсенче ăратлă çамрăк выльăхсем туянас ĕçе лайăхлатмалли тата ытти пирки те каланă.

Ял хуçалăх пайĕпе выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцине ик уйăхлăх вĕçĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленнине тĕрĕслес тĕлĕшпе хире хирĕçле тĕрĕслевсем ирттерме тата ик уйăхлăх кăтартăвĕсемпе мала тухнă хуçалăхсене пурлăхпа мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарма мерăсем йышăнма хушнă. Асăннă йышăну мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăрассине ял хуçалăх пайĕ çине хунă.

“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине фермăсене 2008 — 2009 çулхи хĕле хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынине райхаçат страницисенче анлăн çутатса тăма сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика