АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх кирлĕ

25 июля 2008 г.

 

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ыраша шурă сăн çапа пуçларĕ. Апла пулсан кĕçех вырма çитет. Халĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ чух пулса иртнĕ хăш-пĕр пăтăрмахсем çинче кăшт чарăнса тăрасшăн. Телее, ун пек тĕслĕхсем ку таранччен пирĕн район территорийĕнче пулмарĕç. Ку аван. Анчах республикăра вĕсем вырăн тупрĕç. Акă, июнĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи пĕр хуçалăхра курăк çулнă чух косилкăн пĕр пайĕ тухса вăркăннипе çывăхра тăракан çыннăн икĕ урине те хуçса пăрахнă. Июнĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи тепĕр хуçалăхра курăк çулса таврăннă вăхăтра МТЗ трактор кювета çаврăнса çапăннă, çавна май ку агрегат тракторисчĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Июлĕн 2-мĕшĕнче вара ут çирен килнĕ чух Шупашкар районĕнче тепĕр МТЗ трактор кĕпер айне сикнĕ, кунта та тракторисчĕ вилнĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче курăк çулнă вăхăтра Муркаш районĕнчи механизатор курăк ăшĕнче выртакан çынна асăрхайман, ăна касса кайса вĕлернĕ. Пулса иртнĕ çак инкексене тишкерни мĕн çинчен калать-ха? Асăннă мĕн пур тĕслĕхсен тĕп сăлтавĕсем — ĕç хăрушсăрлăхне сĕмсĕррĕн пăсни, ертÿçĕсем хăйсен тивĕçĕсем çине çиелтереххĕн пăхни тата юсавсăр техникăпа усă курни, тракторист трактор рулĕ умне ÿсĕр пуçпа ларни.

Вырма — çĕр ĕçченĕсемшĕн çирĕп экзамен. Кĕçех пиçсе çитнĕ тыр-пула пухса кĕртес, ăна тасатса типĕтес, вырса çапнă улăма урана хывас, кĕр тыррисем акас ĕçсем пуçланаççĕ. Вырмана тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеймерĕн тĕк, тĕш тырă акса çитĕнтерни харама каять. Паянхи куна хуçалăхсенче “уй-хир карапĕсене” юсас ĕçсем пыраççĕ.

Çулран-çул техника паркĕ, çав шутра комбайнсем те кивелсе пыраççĕ, вĕсене çĕнетме укçи-тенки тивĕçмест. Çавна пула киввисенех юсаса усă курма тивет. Çапла асăрхаттарса каласшăн, техникăна юсама тытăнас умĕн ятарлă инструктаж илмелле, кун пирки çирĕплетсе журнал çинче алă пусмалла. Юсав ĕçĕсен вăхăтĕнче ятарлă тумтирпе, тĕрĕс (якалса-çийĕнсе пĕтмен) уçăсемпе усă курмалла. Техника патне ÿсĕр пуçпа пымалла мар. Мехпарксемпе йĕтемсем çинче пушар щичĕсем пулмалла, пирус туртма ятарлă вырăнсем туса памалла. Ĕç тата пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене кулленхи планеркăсенче тăтăшах çĕклемелле.

Темиçе сăмах электричество хăрушлăхĕ пирки. Пĕлтĕр пирĕн район территорийĕнче электроток çапнипе ĕçлекен çынсем вилнĕ икĕ тĕслĕх пулнă. Пĕри — тулли мар яваплă “Волит” пĕрлешÿри Кушкăри сĕт-çу ферминче, тепри — “Таябинкăра”. Пĕрремĕшĕнче сăлтавĕ — юсавсăр оборудованипе усă курни, иккĕмĕшĕнче пысăк вольтлă электролини айĕнче ĕçлемелли правилăсене пăснинче.

Иртнĕ çул вырма умĕнхи канашлура асăрхаттарса каланă пулин те тата тепĕр хут аса илтересшĕн. Йĕтемсем çинче, складсенче, сушилкăсенче электрокабельсен изоляцийĕсем йĕркеллĕ пулмалла, пысăк вольтлă электролини айĕнче ĕçленĕ чухне пралукпа агрегат хушши 4—6 метртан кая пулмалла мар. Хуçалăх ертÿçинчен пуçласа ахаль механизатор, ĕçчен таранах хăйĕнчен мĕн кирлине пурне те тĕрĕс тума тăрăшмалла, ку чухне çеç инкек-синкекрен хăтăлăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика