25 июля 2008 г.
Пикшик тăрăхне кĕрекен пĕчĕк ялсенчен пĕри вăл Шăпăрлăвар. Унăн историйĕ хăйне май интереслĕ. Çак ял çумĕнче ĕлĕк-авал, асатте-асаннесем каласа панă тăрăх, пĕр варти ăстаçăсем шăпăр калама юратнă иккен. Çакăнтан пуçланса кайнă пулать Шăпăрлăвар ялĕ. Пĕчĕк ял та хăйĕн ĕçчен те пултаруллă çыннисемпе пуян. Шăпăрлăварта Александр Ильич Ильинпа Екатерина Осиповна Осипова çуралнă. Хĕрпе каччă шутне кĕрсен вĕсем пĕр çемье çавăрнă. Йышлă ача çуратнă. Пепкесен йышĕ саккăра та çитнĕ. Анчах тĕрлĕ чир-чĕртен Петĕрпе Униççи çеç сывă юлнă.
Сăмахăма шăпах Униççи аппа çине куçарассăм килет. Вăл 1928 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çав тапхăрти ачалăх пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Униççи вун виççе пуссан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Шкул çулне çитнисем тÿрремĕнех колхоз производствине хутшăннă: тырă вырнă, çĕмел тунă, кĕлте турттарнă. Вун пиллĕк тултарсан Униççи ашшĕсĕр тăрса юлать. Часах ăна уй-хир бригадирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанаççĕ, каярах виçевçĕре (весовщица), кĕлетçĕре (кладовщица) вăй хурать. 1946 çулта Шăпăрлăвар хĕр-упраçĕ Алексей Егоровпа пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Сак тулли ача-пăча çуратса ÿстереççĕ.
Çемьере чи асли — Вова. Вăл Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ. Трактор тăвакансен заводĕнче ĕçлет. Чыслă ĕçшĕн ят-сум çĕнсе илнĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ.
Андрей 1951 çулта çуралнă. Шупашкарта тымар янă. Водитель ĕçне килĕштернĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Калиса хĕрĕ Шупашкарти машинăсем тăвакан заводăн цех начальникĕ таран ÿснĕ. Мăшăрне икĕ ывăл парнеленĕ.
Шупашкарти пĕр шкулта ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ Зинаидăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ.
1955 çулта çуралнă Раисăн кун-çулĕ те интереслĕ. Пирĕн ентеш хăй вăхăтĕнче, лăпкă мар тапхăрта, Демократиллĕ Афганистан Республикинче экономистра вăй хунă. Халĕ Раиса Алексеевна Белгород облаçĕнчи Леценск хулинче ĕçлесе пурăнать.
Юля Шупашкарти планпа экономика колледжĕнче преподавательте ĕçлет.
Толя Шупашкарти пĕр заводра сварщикре ĕçленĕ. Шел, унăн кун-çулĕ кĕске килчĕ.
Хусанти авиаци институтне вĕренсе пĕтернĕ Ирина та пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.
Надя — медицина ĕçченĕ. Ăна та Раиса аппăшĕ пекех туллă-сăртлă Афганистанра медицина сестринче вăй хума тивнĕ.
Всеволод та Шупашкарта тĕпленнĕ, çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.
Униççин кĕçĕн хĕрĕ Катя, Надя аппăшĕ пекех, шурă халатлисен ĕçне килĕштернĕ. Республикăн тĕп хулинчи пĕр больницăра ĕçлет вăл. Çемьеллĕ.
Анисия Александровнăн мăшăрĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулин те ватă пуçне усмасть. Канмалли кунсемпе уявсенче мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен ытамне путать вăл. Вĕсемпе пĕрле чухне хăй те çамрăкланса каять тейĕн. Малашне те çаплах пултăрччĕ.