АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карапăн тĕп старшини

25 июля 2008 г.

 

Трак салинче пурăнать Владислав Иванов. Арçыншăн сайра тĕл пулакан плановик-бухгалтер ĕçне суйласа илнĕ вăл. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухнă та направленипе асламăшĕн пиччĕшĕ патне лекнĕ. Иркутск облаçĕнчи Казачински тырă йышăнакан пунктра шут ĕçне йĕркелесе пынă. Вăхăт çитсен çар службинче тăнă. Хĕвелтухăçĕнчи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен технологи институтĕнчен пĕлÿ илсе тухсан та кунтах юлнă. “Дальзавод” юсавпа строительство управленийĕнче (сăмах май, Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ), “Главвладивостокстрой” предприятире бухгалтерта тимленĕ.

Тăван тăрăх туртнипе Чăваш Республикине таврăннă, Ял хуçалăх министерствин финанс пайне вырнаçнă. Тепĕр çултанах А. Кушков министр пултаруллă специалиста республикăра пуçласа йĕркелекен “Сельхозхими” управленине илсе каять. 30 çул хушши çак коллективра тĕп бухгалтерта тăрăшнă Владислав Иванов. Ял хуçалăх экономикине çĕклес, районсенчи хăйсене пăхăнса тăракан уйрăмсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессишĕн тăрăшнă. Паллах, Красноармейскисене те манман, производство никĕсне туса хума пулăшнă.

Хăй тинĕс-çар службинче службăра тăнипе мухтанма юратмасть Владислав Николаевич. 1970—1973 çулсенче матрос пăттипе вăй-хăват хушнă чăваш каччи. “Александр Суворов” крейсер çинче çĕр-шывăн тинĕс чиккисене хуралланă вăл. Çарпа политика отличникĕ ятне тивĕçнĕ, ахаль матросран главнăй корабельнăй старшинана çитнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика