25 июля 2008 г.
Ытти çĕрти пекех, Янкас тăрăхĕнче те çемье династине тытса пыракансем чылай. Акă, ашшĕ-амăшĕн ĕç-хĕлне Кирилловсем ăнăçлă аталантараççĕ, сывлăха сыхлас тата çамрăксене вĕрентес çĕрте тухăçлă вăй хураççĕ. Павлов шоферсен ячĕ те ял-йышра пысăк хисепре. Хĕлеçри Ивановсем — ăста ертÿçĕсем. Дмитрий Ермолаевич — педагогика наукисен докторĕ, профессор, МГСУн Шупашкарти филиалĕн проректорĕнче ĕçлет.
Виталий Ермолаевич ЧР аптека управленийĕн пай пуçлăхĕ пулнă. Григорий Ермолаевич федераллă казначействăн районти коллективне ертсе пырать. Çĕньял Упинчи Мефодьев — Афанасьевсен çемйинче вара хăйсен кун-çулне электроникăпа çыхăнтарнă çынсем йышлă.
Сакăр ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă Мефодий Афанасьевичпа Анна Кирилловна. Ултă ывăлпа икĕ хĕре çитĕнтерме çăмăл пулман. Ачисем, ашшĕ-амăшĕ пекех, ĕçчен те вашават, çирĕп сывлăхлă ÿснĕ. Асли, Александр, вăрçă çулăмĕ витĕр утса тухнă. Авиаци çарĕнче службăра тăнă, потребительсене пăхса тăракан техник-радиоэлектрик шутланнă.
Гена та çар службине юрăхлă пулнă. Кайран фаянс заводĕнче электрикре тимленĕ.
Анатолий тăван тăрăхрах тĕпленнĕ. Механизатор ĕçне килĕштернĕскер, вăл “Звезда” колхозри пултаруллă трактористсенчен пĕри шутланнă. Валерьянпа Михаил Зеленоград хулинче тымар янă, иккĕшĕ те микроэлектроника тытăмĕнче вăй хунă. Владимир Мефодьевича районта аван пĕлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех чылай вăхăт халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен районти предприятире тимлерĕ. Çĕвĕ машинисене йĕркеллĕ ĕçлеттерессишĕн тăрăшрĕ ăстаçă. Раиса трактор заводĕнче стерженьщицăра вăй хучĕ. Рена та хăйне килĕшекен профессие суйласа илнĕ. Шупашкарти электроаппарат заводĕнче инженерта ĕçленĕ.
Халĕ шутласа пăхăр: çемьери 8 ачаран улттăшĕ хăйсен кун-çулне тÿрремĕнех электричество хуçалăхĕпе е радиоэлектроника промышленноçĕпе çыхăнтарнă. Харпăр хăй ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пынă çак кил-йышри кашни çын çинченех уйрăм очерк е тĕрленчĕк çырма пулать. Вĕсем ăна тивĕçлĕ те.
Çапах та эпĕ (изобретательсен кунĕ хыççăн та пулин) хăй ятне Раççей шайнех (тен, СССР тесен тĕрĕсрех те — хăвăр хаклăр) çĕкленĕ кĕçĕн ывăлĕ çинчен каласа парасшăн. Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçшĕн Михаил Афанасьева 1970 çултах Ленинла комсомолăн премине парса чыс тунă. Электроника облаçĕнче çурма пăралуклă интеграллă схемăсене проектлас тата туса кăларас меслетсене хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ Çĕньял Упи каччи çав чыса. Вăл вăхăтра ку темăпа калаçма-çырма юраман, мĕншĕн тесен тĕпчевçĕ ĕçĕ çĕр-шыв хăватне ÿстерессипе çыхăннă.
— Тракри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах К. П. Архипов ирттерекен хими урокĕсене эпир пурте килĕштереттĕмĕр. Ахаль мар ĕнтĕ пирĕн класри 35 çамрăкран вун иккĕшĕ кайран хăйсен профессине çак предметпа çыхăнтарчĕç. Хамăра ăс панă педагогсенчен эпĕ халĕ те Ф. Н. Рекеевпа Е. С. Николаевана ăшшăн аса илетĕп, — тет М. М. Афанасьев.
Тăватă çул радиомонтажникра ĕçленĕ Миша пĕр организацине химиксем кирли çинчен вуласа пĕлет. Коллективра чăваш çамрăкне питĕ сисĕмлĕ фотопленка туса малашлăх валли фотоальбомсем ăсталама сĕнеççĕ. Çĕнĕ ĕç кăсăклă та. М. Афанасьев вун иккĕрех фотоаппаратпа ÿкерме юратнă-çке. Чун-чĕри те интереслĕ ĕç патнех туртăнать...
Пуçланать вара тĕрĕслев хыççăн тĕрĕслев... 1966 çулхи сентябрьте вăл вăхăтри Совет Союзĕнче пуçласа тимĕрлетнĕ (металлизированный) “Посол” фотошаблон туса хатĕрлеççĕ. Вĕсене фотонабор мелĕпе ăсталама тивнĕ: хупкăч уçăлсанах ультрофиолет çути 220 линза витĕр тухса кварцланă фоторезистр пластинине çупăрланă. Хромпа витнĕ тĕп-тĕрĕс фотошаблон хатĕрлени çĕр-шыври микроэлектроника облаçĕнче пысăк çитĕнÿ шутланнă.
Наукăпа тĕпчев микроэлектроника институчĕн специалисчĕсен (ученăй химиксемпе инженерсен, “хура ĕçне” тăвакансен) туслă коллективĕ микрофотонабор хатĕрлекен ЭМ-508 установкăна (ăна Минскран кÿрсе килнĕ) вырнаçтарни пур ĕçе те çĕнĕлле йĕркелесе яма май панă.
Шыранă — тĕпченĕ — тупнă тĕллеве пурнăçлама вăхăта пăхмасăр тăрăшнă çынсем. Вĕсен йышĕнче — Михаил Мефодьевич та. М. Афанасьев, тăрăшулăхне кура, ахаль техникран çурма пралуклă интеграллă схемăсене проектлас тата вĕсене туса кăларас, кремниленĕ пластинăна микрофотонаборлакан установкăна тата мультипликатора тивĕçлĕ шая лартакан комплекс начальникне çити ÿснĕ.
“1990 çултанпа вăл çĕр-шыври литографи валли малта пыракан технологи процесĕсене йĕркелесе тăракан лаборатори коллективне ертсе пырать. Унăн — 12 изобретенипе 5 статья. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе пĕр предприятире кăна усă курни те 380 пин тенкĕ перекетлеме май парать. М. Афансьев тĕпчевĕсене тĕпе хурса, 15 çул ытла ĕнтĕ микросăнарлă литографи кирлĕ предприятисенче сериллĕ производство продукцине туса кăлараççĕ.
Унăн изобретенийĕсем микроэлектроника облаçĕнче çĕнĕ япаласем тăвас ĕçе аталантарма, халăх хуçалăхĕпе хăватне ÿстерме пулăшаççĕ. Характеристикăна “Ĕç ветеранĕ” медале парас ыйтăва татса пама тăратнă”, — тесе çырнă 1990 çулта предприяти директорĕпе Н. Самсоновпа профком председателĕ Н. Гаркуша.
Юлашки çулсенче микроэлектроникăра та шырав ĕçĕсем хăвăрт аталанса пыраççĕ. Шутласа пăхăр-ха: эпир 5—6 çул каярах кĕсье телефонĕ пирки ĕмĕтленеттĕмĕрччĕ çеç — халĕ унпа шкулăн кĕçĕн класне е ача-пăча садне çÿрекен пепкесем те анлă усă кураççĕ.
Паян халăх йышлă пулакан вырăнсенчи пÿлĕмсен тасалăхĕшĕн — стерильнăçĕшĕн кĕмĕл тата пăхăр нана пайĕсемпе усă курса хатĕрленĕ шывпа эмульси тата çуллă сăрăсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар. Çакнашкал малта пыракан технологипе халăх хуçалăхĕн пур сферинче те анлă усă кураççĕ. Пирĕн ентеш Михаил Мефодьевич Афанасьев 40 çула яхăн каяллах (хăй вăл кăçал 69 çул тултарчĕ) микроэлектроника отраслĕнчи тĕпчевпе шырав ĕçĕнче палăрса çĕр-шывăн сумлă наградине илнипе эпир чăннипех мухтанатпăр. Çемье династине аталантарса пыракан пур Афанасьев— Мефодьевсене те ырлăх-сывлăх сунасшăн.
— Хамăн пурнăçри мĕн пур çитĕнÿпе ÿсĕме эпĕ мăшăрăмпа, Иринăпа, пайлатăп. Вăл манăн ирĕн-каçăн ĕçленĕ тапхăра ăнланса-пулăшса тăнишĕн ăна чĕререн тав тăватăп, — тет Михаил Мефодьевич, Ленинла комсомол премийĕн лауреачĕ.