АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир вырмана хатĕр-и?

25 июля 2008 г.

 

(Обществăлла смотр кăтартăвĕсем)

Июлĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕ вырăнсенче кăçалхи тыр-пула пухса кĕртме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе обществăлла смотр ирттерчĕ. Ун вăхăтĕнче ятарлă комиссипе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, вĕсенчи тĕп специалистсем (агрономсемпе инженерсем) хуçалăхсен мехпаркĕсемпе йĕтемĕсене, КЗСсене, тĕш тырă склачĕсене çитсе курчĕç, комбайнсен юсавлăхĕпе, йĕтемсемпе КЗСсем, складсем çĕнĕ тырă йышăнма хатĕррипе интересленчĕç.

Малтанах тулли мар яваплă “Пинер” пĕрлешĕве çитрĕмĕр. Ю. Степанов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, уписен кăçал ĕç çи планĕпе килĕшÿллĕн 645 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсем пухса кĕртмелле. Вырмана 3 экипаж хутшăнмалла. Икĕ “уй-хир карапне” хĕрÿ ĕç çине хатĕрлесе çитернĕ. Л. Ермолаев хăйне шанса панине тапратса ĕçлеттерсех кăтартрĕ. “Комбайнерсене миçе пин тенкĕ тÿлеме йышăннă?” ыйту çине Юрий Витальевич “20 пин”, — тесе хучĕ. “Пĕтĕм вырмипе-и?” — интересленчĕç пухăннисем. “Çук, уйăхне”, — пулчĕ хурав. Ĕçре çапла хавхалантарса пырсан, аванччĕ, паллах.

Йĕтеме, складсене çĕнĕ тырă йышăнма хатĕрлес тĕлĕшпе те ĕçлемен мар ку пĕрлешÿре.

“Янмурзинора” 3 комбайнран пĕрне Владимир Клементьев (сăмах май Владимир Ильич кăçал 38-мĕш вырмана тухать — автор) вырмана хатĕрлесе çитернĕ тесен те юрать. Пысăк опытлăскер хăйне шанса панă “Нивăна” тапратса ĕçлеттерсех кăтартрĕ. Ытти “уй-хир карапĕсен” хуçисем темшĕн вырăнта пулмарĕç. Йĕтемпе кĕлетсене çĕнĕ тырра йышăнма хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлени курăнать. Складсемпе кĕлетсене, тĕрлĕ кăпшанкăсемпе, чир-чĕрсемпе кĕрешсе, моспиланпа дезинфекци туса тухнă, терĕç. Анчах та специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ку препарат вăйсăртарах. Çавăнпа та каратэпе, фастакпа тата актелликпа тунă пулсан усăллăрахчĕ терĕç вĕсем.

“Досаевора” 3 комбайнран пĕрне Леонид Павлов юсать, тепĕр иккĕшĕ патне хальлĕхе алă пырса тĕкĕнмен-ха. Складра та ĕçлемелли пур. Комисси тĕш тырă уйĕсене те тĕсерĕ. Çуртрисемпе кĕрхисем тусайсен япăх мар.

“Востокра” тĕш тырăсем пĕлтĕрхинчен хÿхĕмрех. Урпа пуссине хура сĕлĕ пусса илнĕ. Кунта хальлĕхе пĕр “Дон” комбайн çеç. Ун çинче юсав ĕçĕсем, Вячеслав Федоров комбайнер каланă тăрăх, нумай мар. Анчах та ку 460 гектар тырра пуçтарса кĕртме çителĕксĕртерех пек. Уйрăм çыннăн “Нива” комбайн пур, вăл та пулăшать, теççĕ. Кăçалхи вырма ытти çулхисенчен йывăртарах пулма пултарать. Чылай лаптăксене гербицид сапма ĕлкĕрейменнипе уйсем çумлăрах. Тата тăтăшах çумăрсем çуса тăнипе гербицид сапнă уйсенче те хурхух тĕш тырăсене аяла турĕ, çавна май уйсем сап-сарах курăнса выртаççĕ.

— Донĕ çĕмĕрĕлсе кайсан мĕн тăвăпăр-ха?— ыйтуллăн пăхрĕ “Восток” хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Иванов çине район пуçлăхĕ С. Николаев. Владимир Сергеевич “кÿршĕсенчен пулăшу ыйтма тивет”, — терĕ.

— Кун пирки вара халех, кая хăвармасăр вĕсемпе калаçса татăласчĕ, — сĕнчĕ ăна Станислав Андреевич.

“Гигантра” тĕш тырăсен лаптăкĕ — 1015 гектар. Ăна 5 комбайнпа пухса кĕртесшĕн. 6-мĕшне те хатĕрлеме пуçланă. Хальлĕхе виççĕшне юсавлисен ретне лартнă. Владимир Николаев, Александрпа Анатолий Кирилловсем хăйсене шанса панă “уй-хир карапĕсене” тапратса ĕçлеттерсех кăтартрĕç. Тырă тасатса типĕтмелли комплекса çĕнĕ тырă йышăнма хатĕрлесе çитернĕ. Ĕç çи планĕ пур тата ытти те. В. Александров ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, комплекса çут çанталăк газĕпе ĕçлеттерме килĕшÿ тунă, укçине куçарнă. Механизаторсене вырмара икĕ хут: кăнтăрла тата каçхине вĕри апат çитерме йышăннă.

Алманчсем кĕр тыррисене 400 гектар акса хăварасшăн. Çав лаптăксен çуррине иккĕмĕш хут кăпкалатса тухнă.

“Прогресс”, “Рассвет” тата В. Васильева ХФХăн тĕш тырă лаптăкĕсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Калас пулать, вĕсенчен ытларахăшĕ çум курăк айне пулнă. Виталий Геннадьевич Васильев шучĕпе, вĕсене тырă сенажĕ тума усă курсан вырăнлăрах. Çавăнпах Пысăк Чуллă ферминче çак паха апата хĕрсех хатĕрлетчĕç. Ку пĕрлешÿре 3 комбайнран “Донне” çеç вырмана хутшăнтарасшăн. Анчах хальлĕхе ун çинче те комбайнер çук.

“Таябинка” уйĕсем хитре. Дударь пăрçа хÿхĕм çитĕннĕ. Вăл 30 гектар йышăнать. Ку сорт тăкăнмасть.

— Чечеке лариччен, чир-чĕрсемпе, тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешсе, 3 хутчен препаратсемпе сапрăмăр, — тет асăннă пĕрлешÿ тĕп агрономĕ С. Молотков. — Ку культура тухăçĕ гектартан 30 центнертан кая пулмалла мар.

Чăн та, пăрçи хитре, 8—9 пăрçаллă хутаçсем те пур, ытларахăшĕ вара — 6—7-шер пăрçаллисем. Пăрçан яланах хакĕ пулнă. Кăçал ăна пĕтĕмпех вăрлăхлăх хывса хăварасшăн. Ку культура лаптăкне 100 гектара çитерес тĕллев тăрать.

“Таябинкăн” кăçал 1900 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырăсене алла илмелле. 4 комбайн ĕçе хутшăнмалла. Икĕ “Дон-1500Бна” Федор Яковлевпа Александр Петров йĕркене кĕртсе çитернĕ. Виçĕ складне те, вĕсенчен пĕри — фураж, тепĕр иккĕшĕ апат-çимĕçлĕх тырă хумаллисем, тасатса ветстанцине дезинфекцилеттернĕ. Сушилкăсемпе КЗСа йĕркелештерсе ĕçлеттерсе пăхнă. Кăçал ЗГ-30 тырă тасатмалли (зерноочиститель гравитационный) агрегат туянса ĕçе кĕртнĕ. Вăл сехетре 30 тонна тырă тасатса кăларать. Питĕ хăватлăскер.

“Житница” тата “Казанская-39” тулă пуссисем хитре, гектартан 40 ытла центнер тухăçпа савăнтарасса кĕтеççĕ. Вĕсен пучахĕсенче 50—60 пĕрчĕ таранах. Çитменнине пĕрчисем шултра.

Ку пĕрлешÿ кăçал 500 гектар кĕр тыррисем акса хăварасшăн. Хатĕр çĕрĕ 250 гектар пур. Çавалçырмари КЗСа та çитсе куртăмăр. Чăннипех кунта вырмана тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех.

МТСăн вырса илмелли лаптăк — 272 гектар. Икĕ комбайнран пĕри, Леонид Федоровăн, ĕçе хатĕрпе пĕрех. Анчах унччен йĕтем пулнă территори вак чул айĕнче, вăл тырă йышăнма хатĕр тесе çирĕплетме май çук. Дмитрий Федотов агроном пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхисем ку пĕрлешÿн 350 гектар акса хăвармалла, хальлĕхе хатĕр çĕрĕ 100 гектар ытларах çеç-ха.

“Колосра” комбайнсем ĕçе хатĕр марччĕ, тапратса кăтартаймарĕç. Хуçисем те вырăнта пулмарĕç.

“Красное Сормовора” вырмана тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕç планĕ пур, ĕçшĕн тÿлемелли-хавхалантармалли условисене туса хатĕрленĕ. Хĕрÿ ĕç çине “Дон-1500Б” тата “Полесье” комбайнсем хутшăнмалла. Вĕсен капитанĕсем — Валерий Кузьминпа Вячеслав Филиппов. “Уй-хир карапĕсем” юсавлă, лайăх ĕçлеççĕ. КЗСа кунта çут çанталăк газĕпе ĕçлеттерме майлаштарасшăн. Халĕ “Цивильскмежрайгазăн” Красноармейскинчи участокĕнчи Андрей Михайловпа Иван Михайлов тата Алексей Николаев ĕçченсем ку енĕпе ĕçлетчĕç те.

— Шкаф, газ счетчикĕ вырнаçтарса пĕтертĕмĕр. Халĕ горелка лартса çыхăнтармалла. Ку эрнере ĕçе вĕçлес тесе тăрăшатпăр, — пĕлтерет Алексей Геннадьевич.

Тырă склачĕпе йĕтем çинче те йĕрке тума тытăннă. Халĕ тырă типĕтме топливо шырас хăрушлăх çук ĕнтĕ яманаксен. Уйран тырă чĕрĕрех килсен те ăна кунта чиперех типĕтсе кĕртме ĕлкĕреççĕ.

Тĕш тырăсем “Красное Сормовора” пăхма хитре. Уйрăмах çуркуннепе азотлă удобренипе апатлантарнă, гербицид сапнă, унтан ÿсме пулăшакан стимулятор панă уйри “Галина” кĕрхи тулă. Унăн пучахĕсем те вăрăм. Унта 60 пĕрчĕ таранах, çитменнине вĕсем шултра. Тухăçшăн тăрăшни, паллах, харама кайман темелле.

“Нивăра” кăçал вырмана икĕ “уй-хир карапĕ” хутшăнмалла. Анчах хальлĕхе пĕр Ю. Платоновăн “Донĕ” çеç ĕçе хатĕр.

“Караевора” ĕç çи планĕпе ĕçшĕн тÿлемелли условисене туса хатĕрленĕ. Пĕр тонна вырса çапнăшăн 22 тенкĕ тÿлеççĕ. Хĕрÿ ĕç çире пĕрремĕш вырăн йышăнакан экипажа — 5 пин, иккĕмĕшне — 4 пин, виççĕмĕшне 3 пин тенкĕ преми кĕтет. Кунсăр пуçне тырăпа та тивĕçтереççĕ. Вырмана хутшăнакан 3 комбайнран иккĕшĕ юсавлăччĕ. М. Петров “Дон-1500”, В. Васильев “Нива” маркăллисене ĕçлеттерсе кăтартрĕç. “Енисейĕ” мехпаркра курăнмарĕ.

“Волитра” 2 комбайн. Вĕсен экипажĕсем пур тата ытти те.

Обществăлла смотр кăтартăвĕсене “Волит” пĕрлешÿре пĕтĕмлетрĕç. Унта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Васильев вырмари ĕçсене кăшт çăмăллатас тесен, питĕ çум курăк пусса илнĕ лаптăксене пĕр çул ÿсекен курăксем çине куçарса, тырă сенажĕ тума усă курмалли, кĕр тыррисем акмалли çÿлтен антарнă плансене (5285 гектар акмалла) пурнăçламалли пирки те тепĕр хут асилтерчĕ. “Россельхозцентр” ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Э. Николаева вырăнсенче çак кунсенче тĕш тырăсене апробаци тумаллине, кĕр тыррисене имçамланă вăрлăхпа çеç акса хăвармаллине, сортировкăсене тепĕр хут çавăрттарса пăхса каяшсенчен лайăх тасатмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех Эльвира Александровна клейковинăна тата тырă пахалăхне вĕсене хамăр районтах тĕрĕслесе палăртма ирĕк пани çинчен те аса илтерчĕ.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров комбайнсене çине тăрса çĕнетсе пыма ыйтрĕ. “Хальхи дискаторсемпе культиваторсем, пневматикăлла сеялкăсем туянма тăрăшмалла”, — терĕ Юрий Данилович. Асăннă пайăн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп инженер-эксперчĕ В. Чаховский тĕрĕслев кунĕ тĕлне районĕпе 67 комбайнран 37-шĕ, е вĕсен 55 проценчĕ çеç юсавлă пулни пирки каларĕ. “Бахча” пĕрлешÿпе “Новая сила” хуçалăхра комбайнсем патне алă пырса та тĕкĕнмен. Вĕсенче, пĕлтĕрхи евĕрех, аякран пулăшу парасса кĕтеççĕ. Вăл вырăнсенче юсав ĕçĕсене хăвăртлатма ыйтрĕ. Тырă уйран чĕрĕрех кĕрес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та Виталий Петрович напольнăй сушилкăсене ĕçе хатĕрлемелли, хальлĕхе вĕсем 12-рен тăваттăшĕ, 6 КЗСран 3-шĕ çеç юсавлине палăртрĕ.

Кунпа пĕрлех В. Чаховский çунтармалли-сĕрмелли материалсем тупас, вут-кăварпа кĕрешме хатĕр тăрас (анчахрах Тусайра боксра груз турттармалли автомашина çунса кайнă, тăкакĕ — 150 пин тенкĕ) ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ В. Егоров ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене çивĕч çĕклерĕ.

Сурăм вăрман участокĕн лесничийĕ О. Тихонов ял хуçалăх вăрманĕсем енĕпе хуçалăхсемпе тунă килĕшĕве тăсас ыйтăва тапратрĕ.

Район пуçлăхĕ С. Николаев вырма умĕнхи канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, вырăнсенче пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçленине, çĕнĕ сортсем акса тăвассипе те ырă утăмсем тунине, топливо ыйтăвĕ çав-çавах хытах шухăшлаттарнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2009 çулта сухаламан, усă курман çĕрсем хуçалăхсенче пачах пулмалла мар тесе йышăнни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ, ку енĕпе ĕçсене лайăхлатма ыйтрĕ, вырмара пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пыни лайăх кăтартусем тума май панине те палăртрĕ. Çĕр ĕçченĕ умĕнче чăннипех яваплă тапхăр тăрать. Пĕр вăхăтрах тыр-пулне те пухса кĕртмелле, çитес çулхи тухăç никĕсне хывса, кĕрхисем те акса хăвармалла, выльăх апачĕ те хатĕрлемелле. Район пуçлăхĕ çак ĕçсенче пурне те ăнăçу сунчĕ.

Вырма умĕнхи канашлăв ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика