АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо пуçлăхĕн сĕнĕвĕсем

25 июля 2008 г.

 

Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн июль уяв саманчĕсенчен пуян. Нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне уявларăмăр (Красноармейскинче ăна епле палăртни çинчен “Ял пурнăçĕ” хаçатра июлĕн 15-мĕшĕнчи номерте çырса кăтартнăччĕ). Календарьпе килĕшÿллĕн, июлĕн 26-мĕшĕнче — Суту-илÿ ĕçченĕсен кунĕ. Уяв умĕн пирĕн корреспондент Иван Прокопьев райпо канашĕн председателĕпе Альбина Ильинична Дмитриевапа курса калаçнă. Аяларах унăн хуравĕсене пичетлетпĕр.

— Альбина Ильинична, Суту-илÿ ĕçченĕсен кунĕ çитнĕ май, Эсир хăвăра мĕн суннă пулăттăр?

— Эпĕ хамăн пурнăçа суту-илÿрен уйăрма пултараймастăп. Эпĕ пурнăç тăршшĕпе тенĕ пекех суту-илÿре. Хама хам уйрăм тем пысăкки сунма пултараймастăп, тата, тен, ку ытла сăпайлах та мар пулĕ. Ку таранччен эпĕ хам уйрăм магазин та уçма пултарнă, анчах ку утăма тумарăм. Ĕмĕре пĕрлехи йышпах, райпо тытăмĕнчех ирттеретĕп. Паллах, çитĕнÿсем вăй-хал хушаççĕ, лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ. Пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче Красноармейскинчи райпона иккĕмĕш вырăн пани те вăл пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланиех пуль. Малашне те пысăк йыша (райпо тытăмĕнче паян 300-е яхăн çын вăй хурать — И. П.) ертсе пыма турри ăс-тăн, сывлăх,телейпе тăнăç пурнăç патăр çеç.

— Уяв ячĕпе хăвăрпа пĕрле ĕçлекенсене тата мĕскер суннă пулăттăр?

— Хампа пĕрле ĕçлекенсен, чи малтан, сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм, вĕсен яланах ирпе ĕçе килме, каçпа киле таврăнма хаваслăх пултăр. Пурнăçра канни те кирлĕ. Çавăнпа юлашки вăхăтра та театрсене, культура çул çÿревĕсене тухса çÿрессине манмастпăр. Потребкоопераци ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хамăр тытăмри суту-илĕвĕн пур ĕçченне те пурлăх енчен пулăшрăмăр (çакăнта пĕр миллион тенке яхăн тухса кайрĕ). Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе те тивĕçлипе палăртнă, пĕрле ĕçлекенсене пурне те вун виççĕмĕш ĕç укçине тÿлеме 1,5 миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Çĕнĕ çулпа ытти уявсене пĕрле йĕркелесе ирттерни йыша пĕтĕçтерет.

Суймасăр каласан, çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатассине мала хуратпăр. Çăкăр комбинатĕнче, обществăлла апатлану тытăмĕнче оборудованисене çĕнетрĕмĕр, общепитра вăл малалла та пырать-ха. Продукцие сивĕтмелли прилавоксем туянса вĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Халĕ пирĕн ялти магазинсенчен мĕнле тавар кирлине пĕлтерсе кăна тăраççĕ, вĕсене вара райпо техникипе турттарса пырса паратпăр. Пур магазинсене те (Хусакассинчипе Крентейкассинчисĕр пуçне) газпа хутса ăшăтаççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пĕр сĕнÿ пур, шел те, çул-йĕрсене тунă чух вĕсене магазинсем (тĕслĕхрен, Танăшра) таран тăсса çитермеççĕ, вĕт халь чылай çĕрте магазин пĕртен-пĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ обăект.

Район центрĕнчи “Колос” (“Пучах”) кафене каçхине çур çĕрччен ĕçлеттермелле тăвасшăн, апатланакансене туллин тивĕçтерме кунти пÿлĕмсене çĕнĕрен юсанă. Халĕ пирĕн тытăмри сутуçă уйăхра вăтамран 6 пин тенкĕ ĕçлесе илет (4 пин тенкĕрен кая илекенни çук). Укçа тухманни (недосдача)вăл сутуçă тÿрĕ кăмăллă пулманнинчен килет. Янмурçинри Галя Васильевапа Галя Якимова пирĕн патра суту-илÿре 30 çул ытла ĕçлеççĕ. 20—30-шар çул ĕçлекенсем — Алманч магазинĕнчи Рая Федорова, Именкассинчи Вера Михайлова, Пикшикри Лидия Иванова, Сурăмхĕрринчи Люба Иванова, Кÿлхĕрринчи Рая Потапова, 10—15 çул ĕç стажĕллисем — Туçи Чуракасси магазинĕн ертÿçи Надя Емельянова, Нимĕчкасси Алманчри Надя Тимофеева, Шывпуçри Ксения Владимирова, Мăн Шетмĕ магазинĕнчи Рая Васильева тата ытти нумай ĕçчен.

Ман шутпа, пур специалистăн та хăй вырăнĕнче профессионал (çав ĕçе тĕплĕ пĕлекен, çĕннине шыракан, ĕçе кĕртекен) пулмалла, вара ĕç ăнăçать. Кунашкаллисем пирĕн райпо тытăмĕнче чылайăн тесе шутлатăп. Унашкаллисем ытларах пулччăр. Çамрăксем аслисенчен вĕренччĕр.

Сăмах май халĕ эпир сутуçăсем пулмашкăн хамăр патрах 2 эрне вĕрентетпĕр, магазинсенче çур çул ĕçлесен, вĕсем Шупашкарта удостоверени илеççĕ. Шкултан вĕренсе тухаканнисене, ĕçсĕррисене хамăр пата хапăл туса кĕтетпĕр. Магазин заведующийĕ, тепĕр тесен, пĕчĕкех те мар должноç, унта вĕренмесĕр пулмасть.

— Район çыннисене, пайщиксене, тавар туянакансене мĕн сĕнесшĕн?

— Паянхи условисем сутуçăран пысăк çаврăнăçулăх ыйтаççĕ, тавар туянаканпа тимлĕ пулмалла, конкуренци пысăк. Акă, Алманчра çеç суту-илĕвĕн 4 точки. Çак лару-тăрура питĕ вăр-вар пулмалла. Эрнере таварсене ялти магазинсене 2—3 хут çитеретпĕр, вĕсен хакĕсене те тытма тăрăшатпăр. Сутуçăсем халăхпа сăпайлă пулччăр, пурнăçра вĕсен те тĕрлĕ кăмăл килсе тухать. Тавар туянакансем те пирĕн сутуçăсен ĕçне хакласса шанатăп. Шел пулин те, тепĕр чух, уйрăмах ÿсĕрсенчен, тем сăмах та илтетĕн, кунашкалли сахалрах пултăрччĕ, вуçех пулмасан тата аванрах. Халĕ укçа-тенкĕ пĕлтерĕшĕ уйрăмах ÿсрĕ, тÿлевсĕр никам та нимĕн те памасть. Ĕçсĕр пурăнни çынна шалтан аркатать. Çавăнпа тавар туянакан кашни çыннăнах хăй кăмăллакан, пултаракан ĕç пултăр. Кашни килте телейпе юрату, сывлăх, ăнăçу хуçаланччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика