22 июля 2008 г.
— Ку эсех пултăн-и, Якку, — терĕ Ваççа, тусне алă тытса сывлăх суннă май. Ура тупанĕнчен пуçĕ тĕлне çити чалăшшăн сăнаса пахаларĕ ăна вăл. — Ик-виç кун каялла эсĕ тем тăршшĕ сухалпа тата бакенбардсемпехчĕ-çке. Сухална хырнă хыçăн тасалса çамрăклансах кайнă. Темле палламан йĕкĕт тăрать тесе машинăна чарма та шутламастăп. Юрать кÿршĕ, Сашук “Çав Якур тăрать пулĕ-ха”, — тесе лартса кайма сĕнчĕ. Капла сана çынсем те паллаяс çук...
— Кăшт çамрăкланса пăхас, хĕрсене илĕртсе хам хыççăн чуптарас терĕм, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Якку, хĕрĕхелле çывхарса пыраканскер.
Сăнĕ-пуçĕпе хитре тата кĕлетке-çурăм тĕлĕшĕнчен, чăн та, такама та килĕштерсе пăрахмалла, чĕлхи-çăварĕ та япшар шельмăн, айвантарах хĕр-упраçсене ним те мар çавăрттарма пултармалла.