АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васнарта “Ишо Павăлĕ” тесе кама каланă?

22 июля 2008 г.

 

Çак ыйту çине халĕ тĕрĕс хурав паракансем çукпа пĕрех. Уншăн тĕлĕнме кирлех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен ку хушма ят ялта илтĕнни, тен, 100 çултан та иртет. Вăхăт хăйĕн ĕçнех тăвать вĕт. Васнарта пурăннă чух мана кăштах ун çинчен пĕлме май килнĕччĕ. Калам-ха эппин. Ишо тесе Павела (Павел Михайлович, Заречнăй урам) мар, ашшĕне — Михаил Васильевича каланă. Вăл 1870 çулта çуралнă. Хушма ят парасси, ахăртнех, арманпа çыхăннă пулмалла. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Васнарта пĕр150 — 200 çул каяллах Шетмĕ шывне пĕвеленĕ, арман тытнă. Пĕвеленĕ чух хăш-пĕр çулсенче сăвай нумай çапма тивнĕ. Çак ĕçе вара маттуррисем кăна пурнăçланă. Михаил Васильевича илес тĕк, вăл хул-çурăм енчен питĕ тĕреклĕ пулнă, сăвай çапма хастар хутшăннă. Ĕçе яланах юрăпа пуçланă. Ун чухне таврара "еще раз, еще раз, еще раз" сăмахсем ытларах янăранă. Михаил Васильевич вара “еще” сăмаха ишо тенĕ. Çакăнтан тухса кайнă та хушма ят парасси. Каярахпа ывăлне те Ишо Павăлĕ тенĕ.

“Ишо Павăлĕ” кам иккенне халĕ пĕлетĕр ĕнтĕ. Çапах та манăн ун çинчен кăшт каласа парас килет. Сывлăх енчен Турă кÿрентермен ăна, ашшĕ пекех тĕреклĕ, вăйлă çын пулнă. Çамрăк чухне граждан, империализм вăрçисене хутшăннă. Иртнĕ вăрçа кайман, ăна броньпа хăварнă. Павел Михайлович нумай-нумай çул кирпĕч заводĕнче вăй хунă. Маçтăр, директор пулнă. Çав вăхăтрах занятисем хыççăн, канмалли кунсенче колхоз ĕçне те активлă хутшăннă. Вăрçăччен кĕркунне лаша вăйĕпе усă курса молотилкăпа авăн çапнă. Вăл вара кĕлтесене барабан çине ярса тăнă. Мĕншĕн калатăп-ха çапла. Сăлтавĕ те пур. Вăл çул атте бригадирта вăй хуратчĕ. Павел Михайлович кирпĕч заводĕнчен таврăннă чух пирĕн пата кĕретчĕ те аттене: “Эпĕ, Микулай, кăштах выртса канам-ха, эсĕ çав сехет валли çынсене йĕтем çине илсе тух”. Çапла, çур çĕрччен авăн çапнă вара. Кунсăр пуçне унăн тимĕрçĕ лаççи те пулнă. Май пур чухне лаша таканласа панă тата ытти те. Арăмĕпе 3 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Михаил, вăрçă участникĕ, офицер, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ панă (халĕ пирĕн хушăмăрта çук). Василий Тинĕс-Çар флочĕн 1-мĕш рангри капитанĕ. Анапăра пурăнчĕ, унтах вилнĕ. Хĕрĕ — Катя Карая Константин Сергеева качча тухнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Паян Павел Михайловичăн килĕнче кĕçĕн ывăлĕ — Петр çемйипе пурăнать. Вăл та вăрçă участникĕ. 1956 çулта Венгрири пăтăрмаха пусарма хутшăннă.

Юлашкинчен Григорий Новоселов Павел Михайлович çинчен каласа панине вулакан патне çитерес килет.

Пĕррехинче вĕсем (çамрăк чухне) хамăр ялти Мефодий Степановичпа Юн кун пуххине кайма шутланă. Иккĕшĕ те пĕр çулхисем, иккĕшĕ те маттур, иккĕшĕ те тимĕрçĕсем, питĕ çывăх туссем тесен те тĕрĕсех. Лашисене туртса кÿлнĕ те вĕçтере панă Мăн Шетмĕ еннелле. Ун чухне Юн кун пуххине çулсеренех Дворик ялĕнче ирттернĕ. Вĕсем вырăна çитнĕ çĕре пуху пиçсе çитнĕ ĕнтĕ. Карусель, шăхличĕ сассисем тавралăха илем кÿреççĕ. Шетмĕ хĕрринче тĕтĕм йăсăрланать, унта шÿрпе пĕçереççĕ. Унта çитсе кураççĕ, кунта… Юлашкинчен вăхăтлăха уйрăлса каяççĕ. Унччен те пулман пĕри Мефодий Степанович патне пырса “Павел Михайловича ватаççĕ”, тесе каланă. Вăл вара, ăçтарах вăрçаççĕ-ши тесе пĕлме, йăпăр-япăр урапа çине хăпарса тăрать. Çакна курать: чăнахах та тусне 3—4 çын хупăрласа илнĕ, анчах пĕри те çывăха пыраймасть. Пырсанах вĕсене Павел Михайлович те тапать, те çапать — мечĕк пек ывăтса ярать. Çапла, нимĕн те тăвайман Мăн Шетмĕ енчисем ăна, пулăшу та кирлĕ пулман. Пĕр сăмахпа каласан, çыхланма хăранă.

Çакăн хыççăн туссем пĕр-пĕринпе каллех тĕл пулнă, ăна-кăна туяннă, шÿрпе çинĕ хыççăн килелле çул тытнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика